Тĕлĕкре ҫулла курать.

Хĕвел ҫинче пĕр каска,
Калăн ăшă кăмака.
Кушак ҫури васкаса,
Йăпăрт ларчĕ хăпарса.
Хĕлле сивĕ урамра,
Тяпписем унăн ҫара.
Юр ҫийĕн мĕнле чупан?
Тӳрех шăнса пăсăлан.
Хĕвелпе ачашланса,
Мăр-мăр туса лăпланса,
Кушак ҫури ҫывăрать.
Тĕлĕкре ҫулла курать.
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.

Комментарии