Эх, пуласчĕ ман асамçă.

Ватлăх алăкĕ яр уçă,
Пурне те кĕртеç унта.
Эх, пуласчĕ ман асамçă
Кăшт чармашкăн вăхăта.
Анчах ватлăх итлемерĕ,
Тыттарчĕ алла туя.
Хăй хыççăн утма хистерĕ:
"Юрамасть юлма кая!"
Парăнмашкăн шутламастăп,
Туя вĕçрĕ çырмана.
Эп чупатăп, ăмăртатăп:
"Хăвала, ватлăх, мана".
Пĕр тарăхрĕ те тулхăрчĕ,
Ватлăх ман хыççăн чупса.
Хытăран хытă кăшкăрчĕ,
Чарăнма мана ыйтса.
- Иртерех-ха, иртерех-ха, -
Терĕм эпĕ ватлăха,
Пурнăçпала савăнам-ха,
Халлĕхе манран хăп-ха.
Сӑвӑ авторӗ: Клементьева Л.Ф.

Комментарии

Комментариев нет.