Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр хăват парать

Çакăн пек пĕтĕмлетӳ турăм эпĕ, Шупашкарти Музейпа курав центрĕнче иртнĕ поэзи каçне хутшăннă май. Ăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей ертӳçи пуçарăвĕпе, Çыравçăсен Кунне халалласа ирттерчĕç. Кăçал кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа уçăлнă куравра та Антонина Андреева пуян экспонатсемпе усă курни, Çеçпĕл кăмăлланă тĕссемпе илемлетни те курав пĕлтерĕшне самаях çĕнĕллĕх кĕртнин витĕмлĕ. Мартăн 1 –мĕшĕнче иртнĕ поэзи каçне ЧНКан « Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем Юлия Мареева, Антонина Андреева, Зоя Яковлева, Валентина Цыпленкова, Нина Димитриева, Ольга Туркай, Инесса Алексеева, Раиса Сарпи хутшăнтăмăр. Çавăн пекех, паллă çыравçăсем поэзи тĕпелĕнче хăйсен витĕмлĕ сăмахне каларĕç, сăввисемпе паллашрарчĕç. Çеçпĕлĕн кун-çулĕ кĕске пулнă пулсан та, вăл чăваш поэзине тарăн йĕр хăварнă поэт. Шăпах çакăн çинчен
калаçрĕç те чăваш халăх поэчĕсем Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Лидия Филиппова журналист тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Любовь Волкова. Сăмах май, Любовь Филипповна кăвар чĕреллĕ поэтăмăр юлашки çулсенче пурăнса ирттернĕ тата ăна пытарнă Остер хулине виçĕ хутчен делегаци йышĕнче пулса курнă. Çулĕсемпе çамрăках мар пулин те, тăхăр теççетке урлă каçнă ветеран çав самантсене тĕплĕн тишкерчĕ. Палăртмалла, Л. Волкова Çеçпĕл ялĕнчен, кунти шкулта
ачасене вĕрентнĕ, паллă поэтăмăр кун-çулне те тарăннăн тишкернĕ, тăванĕсемпе те час-часах тĕл пулнă. Ахальтен мар, ăна виçĕ хутчен
Остер хулине каякан йыша кĕртнĕ. Унта пурăнакансем Çеçпĕл Мишшине питĕ хисепленине, ун ятне асра тытнине тĕслĕхсемпе
çирĕплетрĕ.
Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçлакан Антонина Васильевна, музей ертӳçи, поэзи каçне çӳллĕ шайра йĕркелесе
ирттерчĕ. Кунта килнĕ кашни çыравçă, поэзие юратакан хайĕн шухăшне палăртма пултарчĕ, юратнă поэтсен сăввисене вуларĕ.
Унтан ушкăнпа кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çырнă вилĕмсĕр йĕркесене вуларăмăр :
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.

Юлия Мареева, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ

Комментарии

Комментариев нет.