Аваллăх управçисем чăвашлăхшăн тимлеççĕ

ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет хастарĕсем халăхăмăрăн пуян эткерлĕхне упрассипе пуçаруллă ĕçлеççĕ.
Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче Республикăри ялсенче пурăнакан хастарсем аваллăхăн асамлă вăйне сыхласа хăварас тĕллевпе харпăрхăй кил хуçалăхĕнче музейсем йĕркелеççĕ. Ку юхăма ырламалла кăна. Шăпах вĕсем несĕлĕмĕрсем тытса пынă кил хуçалăхĕнчи лару-тăрăва туллин тишкерме витĕм кӳреççĕ; хресченĕн ĕçченлĕхне тата пысăк тавра курăмне хаклама; йывăçсенчен ăсталанă вун-вун ĕç хатĕрĕпе савăт-сапана, сĕтел- пукана курса хаклама май параççĕ. Сăмах май, чăваш хĕрарăмĕсем çăварни эрнинче, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мучикассинче пурăнакан Зинаида Черновăн музей-куравне çитсе куртăмăр. Кунта курни – илтни,
тĕлĕнтерчĕ те савăнтарчĕ те.
Чи малтанах, тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕ пире çăварни икерчипе, тутлă кукăль-çăмахпа, килте тунă кăпăклă сăрапа сăйларĕ. Эпир те пуш алăпа мар, парнесемпе çитрĕмĕр.
Зинаида Михайловна, муниципалла округра иртекен кашни мероприятине хастар хутшăнать. Пурнăçра хура-шурне пайтах курнă вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ, мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, куç тулли телей – 20 ытла мăнукпа кĕçĕн мăнукĕсем. Мăшăрсем пĕрле 56 çул пурăннă, шел, Зинаида Михайловна вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă упăшки хыççăн пĕчченех пурăнать. Кукамай- асламăшне мăнукĕсемпе ывăл-хĕрĕсем пулăшсах тăраççĕ. Уйрăмах кĕçĕн ывăлĕсем Сергейпа Андрей яланах килсе тăраççĕ.
З. Черновăн ят-сумĕ тата хисепĕ пысăккине стена çине, рамкăсене вырнаçтарнă вун-вун хисеп хучĕсемпе тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.
Сакăр теççетке урлă каçнă кинемей, хăй те алă ăсти, ахальтен мар кунта
ку тăрăхри чăваш хĕрарăмĕсен тумĕсенчен йĕркеленĕ пуянлăх упранать.
Акă, кĕпе-саппун, сурпан-масмак, туй çипуçĕ, шупăр-сăхман тата ытти вун-вун экспонат кунта тивĕçлĕ вырăн тупнă. Çăм арласа алсиш-нуски çыхса хĕллехи каçсене кĕскетет кинемей. Кама-кама ăшă нуски çыхса паман пулĕ, вăл шутра - ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене те.
Ялти хресчен кил çуртĕнче усă курнă ĕç хатĕрĕсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ савăт-сапа
куравĕ чуна тыткăнларĕ. Платникĕн ĕç хатĕрĕсем, хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă хĕрарăмăн çи-пуçĕ, ака-суха тумалли хатĕрсем, сăра тумалли шансем, катка-пичкесем, лаша хатĕрĕсем тата ытти те. Ача чухне вăрмантан хăрăк туратсем пуçтарса туртса килнĕ çунашка та упранать-ха.
Чăваш хресчен кил-çуртĕнчи ĕç хатĕрĕсене Зинаида Михайловна тахçанах пуçтарма тытăннă. Ку ĕçре ăна Сергейпа Андрей ывăлĕсем пулăшса пыраçççĕ.
Халĕ Зинаида Чернова музейпа кăсăкланакан шкул ачисемпе те ветерансемпе тата уйрăм çынсемпе те час-часах экскурсисем ирттерет.
Аваллăхăн витĕмĕ малашлăха çул уçнине чăваш хĕрарăмĕсем чунпа туятпăр.
Чернова Зинаида Ми хайловнăн ĕçĕ пысăк хисепе тивĕç. Ун пеккисем пирĕн хушăра пурри - чăн пысăк телей,
Аваллăх управçисем чăвашлăх тĕнчин никĕсĕн тĕревĕ пулнине Мучикасси ялне çитсе курни тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Эпĕ комитет ертӳçи пулнă май, Зинаида Черновăна тата кӳршисене Тамара Катейкинăпа Зоя Волковăна, Олег Цыпленкова, Антонина Андреевăна, Василиса Ивановăна. Валентина Цыпленковăна, Ольга Туркая, Инесса Алексеевăна, Ираида Филимоновăна, Валерий Сатлайкина, Татьяна Федоровăна Мичикассине кайса килме витĕм кӳнĕшĕн тав тăватăп.
Кун пек пуян музейсене çитсе курни, пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Умри тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăват парать, чĕрере хавхалану вăратать.
Юлия Мареева, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Комментарии

Комментариев нет.