"Кӗмӗл сасӑ-2024" конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

✅ 3-мӗш степеньлӗ лауреат ятне виҫӗ ҫамрӑк тивĕçнӗ:
- Максим Новиков (Тутарстан Республики);
- "Мерчен" фольклор ушкăнӗ (Чӗмпӗр облаҫӗ);
- "Каскад" юрӑ ансамблӗ (Тутарстан Республики, Пӑва хули).
✅ 2 - мӗш степеньлӗ лауреатсем:
- Антон Иванов (Пушкӑрт Республики);
- "Икӗ Марье" дуэт - Мария Овечкина тата Мария Чолак (Пенза облаҫӗ).
✅ 1-мӗш степеньлӗ лауреатсем:
- Александра Шевнина (Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ);
- Анна Алвандян тата Инесса Шашкина дуэчӗ (Элӗк округӗ)
Саратов облаҫӗнчен килнӗ Виктория Ендягина 1-мӗш степеньлӗ дипломант пулчӗ.
✅ Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Марина Васильева "Кӗмӗл сасӑ-2024" конкурсӑн Гран-Прине тивĕçрӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.
Марина 27 ҫулта, Октябрьски хулинчи музыка колледжне, каярах Чӑваш патшалӑх университетӗн искусство факультечӗнче халӑх юррисен ӳнерне алла илнӗ.
Халӗ Ӗпхӳ хулин Культура керменӗнче ӗҫлет.
Йӗпреҫ каччи Пётр Ильин Чӑваш ҫамрӑкӗсен "Хастар" ушкӑнӗн парнине тивĕçрӗ.
Николай Ильин (Йӗпреҫ тӑрӑхӗ) "Куракансем кӑмӑлланӑ юрăç" хисеплӗ ята тивĕçрӗ.

Комментарии

Комментариев нет.