Произошла проблема с интернетом
Войти
|
Регистрация
MoRgаушский край
:
Vitali Shordan
28 июл
МЫ-ЧУВАШИ
27 июл
Асра юлӗ чӑваш туйӗ!
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшре чӑваш туйӗ кӗрлерӗ. Малтанах Питӗр хӑнисене ял клубӗнче вырӑнти йӑла-йӗркепе паллаштарчӗҫ. Мӑн кӗрӳ шахвӑртса юптарни, туй арӑмӗсемпе каччисен янкӑс юрри-ташши, хӗр йӗрри, ашшӗ-амӑшӗн пилӗпе ырӑ сунӑмсем, ҫӗнӗ хӑтана килни, ҫамрӑк мӑшӑрӑн ташши - пӗтӗмпех килӗшӳллӗ кунта.
Ҫанталӑкӗ те хӑйӗн илемне парнелерӗ ҫак кун. Улма-ҫырла пахчинче тулӑх сӗтел, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ кӗтрӗ хӑнасене. "Енӗшсем" фольклор ушкӑнӗпе пӗрле тус-тӑвансем чун килениччен савӑнчӗҫ, икӗ ӑрат пӗрлешнине палӑртрӗҫ.
Уява йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ Александр Никоноров купӑсҫа чунтан тав тӑватпӑр.
Манас марччӗ асатте-асаннесен йӑлисене, тивӗҫ пуласчӗ вӗсен ырӑ пехилне!
Показать ещё
0
•
2
Комментарии
Комментариев нет.
Обновить
Для того чтобы оставить комментарий,
войдите
или
зарегистрируйтесь
MoRgаушский край
:Vitali Shordan
Асра юлӗ чӑваш туйӗ!
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшре чӑваш туйӗ кӗрлерӗ. Малтанах Питӗр хӑнисене ял клубӗнче вырӑнти йӑла-йӗркепе паллаштарчӗҫ. Мӑн кӗрӳ шахвӑртса юптарни, туй арӑмӗсемпе каччисен янкӑс юрри-ташши, хӗр йӗрри, ашшӗ-амӑшӗн пилӗпе ырӑ сунӑмсем, ҫӗнӗ хӑтана килни, ҫамрӑк мӑшӑрӑн ташши - пӗтӗмпех килӗшӳллӗ кунта.Ҫанталӑкӗ те хӑйӗн илемне парнелерӗ ҫак кун. Улма-ҫырла пахчинче тулӑх сӗтел, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ кӗтрӗ хӑнасене. "Енӗшсем" фольклор ушкӑнӗпе пӗрле тус-тӑвансем чун килениччен савӑнчӗҫ, икӗ ӑрат пӗрлешнине палӑртрӗҫ.
Уява йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ Александр Никоноров купӑсҫа чунтан тав тӑватпӑр.
Манас марччӗ асатте-асаннесен йӑлисене, тивӗҫ пуласчӗ вӗсен ырӑ пехилне!