Комментарии
- 4 мая 2015 19:59Петр ИвановНу маттурсем! Аслисем те, ачисем те!
- 4 мая 2015 20:04Людмила НиколаеваТАВАХ сире, МАТТУРСЕМ!!
- 4 мая 2015 20:19Дина Семенова(Кортунова)Как здорово пидумано,что школьники один день в национальной одежде! Какая красивая молодёжь! Душа радуется,глядя на них!
- 4 мая 2015 20:19Дина Семенова(Кортунова)придумано,здорово!
- 4 мая 2015 20:29Марина Вериялова(Пахомова)Вăйлă,чаплă, хăватлă!!!!
- 4 мая 2015 20:29Марина Вериялова(Пахомова)
- 4 мая 2015 23:46𝖂𝖆𝖑𝖊𝖗𝖆 𝕾𝖚𝖓𝖌𝖚𝖗𝖔𝖜Курăмлă тĕслĕх!
- 5 мая 2015 07:57Владимир Милютин
- 5 мая 2015 09:33Надежда ЯковлеваСупер. Очень красиво.
- 5 мая 2015 10:41Галина и Гена Суворовы(Павлова)
- 5 мая 2015 19:05Людмила Егорова (Петрова)Молодцы!
- 5 мая 2015 19:20Светлана Слугина (Фролова)Радует глаз. Молодцы!
- 5 мая 2015 19:23Лиза Николаева (Мартынова)молодцы, очень приятно .
- 7 мая 2015 20:58Виталий МихайловСавăнатăп хам чăваш пулнишĕн!
- Альбина Чернова(Краснова)Комментарий удалён.
- 4 июл 2015 21:26Владимир КузьминУяв тесен те юрать...
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
Чăваш халăх сайчĕ
:Сергей Филиппов
Чǎваш символĕсен кунĕнче пурте ташлар чǎвашла
Каçал ен тǎрǎхĕнче Çĕнĕ Мǎрат ялĕнче нумаях пулмасть тĕлĕнмелле мероприяти иртрĕ. Шкул коллективĕ чǎваш символĕсен кунне паллǎ турĕ. Палǎртнǎ кун тĕлне пурте чǎваш тумне хатĕрлерĕç: хǎшĕ асламǎш арчине уçрĕ, хǎшĕ çĕвĕçсем патне васкарĕ.
Акǎ пĕрремĕш шǎнкǎрав ирхи зарядкǎна йыхравларĕ. Пурте коридора пухǎнчĕç. Ритмика урокне ертсе пыракан ирхи зарядкǎна чǎваш ташшин хусканǎвĕсене вĕрентсе ирттерчĕ. Ǎна пулǎшма шкул волонтерĕсем те васкарĕç. Ара, хǎçантанпа плана кĕртсе хатĕрленнĕ вĕсем çак кун тĕлне. Кĕçех иккĕмеш шǎнкарав пурне те урока йыхǎрчĕ. Кашни класс хǎй кабинетне васкарĕ. Уроксем паян ытти чухнехи пек мар, пач урǎхла иртрĕç. Кашни уроках чǎваш халǎх историйĕпе, культурипе çыхǎннǎ. Акǎлчан чĕлхи урокĕнче те ачасем акǎлчанла тǎван ял çинчен калаçрĕç. Математикǎра чǎваш тĕпчевçисемпе паллашрĕç. Географинче чǎваш карттине аса илчĕç. Физикǎра вара К. Иванов çырнǎ «Нарспи» поэмǎра сǎнланнǎ çут çанталǎк пулǎмĕсене тепчерĕç. Уроксем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Тǎхтавсенче те ахаль лармарĕç ачасем. Чǎваш символикине епле пĕлнине тĕпчесе чǎваш чĕлхине вĕрентекен классем хушшинче мини-конкурс ирттерчĕ. Чǎваш республикин ялавне, гербне, гимне пуринчен те аванрах 10-мĕшсемпе 6-мĕш класс ачисем пĕлни палǎрчĕ. Çапла кун иртни сисĕнмерĕ те.
Уроксем вĕçленсен вĕренекенсем шкул умĕнчи лапама пухǎнчĕç. Кунта вĕсене чǎваш кĕввисем илĕртрĕç. Шкул директорĕ ачасене кǎмǎллǎн саламларĕ, тǎван чĕлхене, тǎван халǎха хисеплеме, юратма йыхравларĕ. Кĕçех Типшĕм Сашук репертуарĕнчи «Чǎваш пĕтмĕ нихǎçан» юрǎ янраса кайрĕ. Лапам варрине 6-мĕш класра вĕренекен Роман Киселев купǎс йǎтса тухрĕ, хаваслǎ кĕвĕпе хавхаланса ташша ячĕ. Вǎл ура хуçса ташланǎ хушǎра пурте лапам варрине тинкерчĕç, хайсем сисмесĕрех кĕвĕ майǎн алǎ çупма пикенчĕç. Рома нумаях та ташламарĕ кĕвĕ çемми улшǎнчĕ, пурне те ташша чĕнсе «Асамат» ушкǎн репертуарĕнчи «Чǎваш чĕлхи» юрǎ кĕрлеме пуçларĕ. Ташша 1-6-мĕш класс хĕр пĕрчийĕсем шуса тухрĕç. Вĕсем кĕвĕ майǎн тǎпǎртатнине кура кĕçех 1-6-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем те ташлама сиксе тухрĕç. Малалла вара, тĕлĕнмелле те, пĕтĕм шкул хускалса кайрĕ тейĕн. Айккинерех алǎ çупса тǎракан аслǎрах классенчи пикесем те ярǎнса ташлама пикенчĕç. Вĕсенчен каччǎсем те юлмарĕç.
Çапла вара 3 минут хушшинче айккинче тǎракан та юлмарĕ, пĕтĕм шкул ачи илемлĕ чǎваш ташшине ташласа киленчĕ. Юрǎ вĕçленсен пурте хĕпĕртесе пĕр-пĕрне алǎ çупса саламларĕç.