Ӗҫчен хуртсем ҫу каҫипеПӗлмеҫҫӗ те лара-тӑра.Ҫунат сарса тусӗсемпеӖҫлеҫҫӗ кунӗпе садра.Уй-хир ҫеҫки аякранахТем терлӗ тӗслӗ курӑнать.Вӗлле хуртсен ӗҫне курсахСавӑнӑҫпа ҫиҫсе кулать.Ҫӑка ҫеҫкиллӗ пыл тутиСиплӗхӗпе чуна уҫать.Пылак та техӗмлӗ шӑршиЫрӑлӑхпа ӑша тулать.Сӗтеклӗ ылтӑн шӗвекпеПыл чӗресне тултармалла.Сӑпас уявӗ ячӗпеҪӳлти Турра тав тумалла.Тем тӗрлӗ курӑк, пан улми,Вӗлле хуртне лӑпкатӑрах.Симпыллӑ пурнӑҫӑн тутиКашни килте упрантӑрах!Марина Иванова, 14.08.2025
Таван ял - Карк - Сирма
:К ✈️ ✈️ А
🐝🌺🌼 Пыл тути 🍯
Ӗҫчен хуртсем ҫу каҫипе
Пӗлмеҫҫӗ те лара-тӑра.
Ҫунат сарса тусӗсемпе
Ӗҫлеҫҫӗ кунӗпе садра.
Уй-хир ҫеҫки аякранах
Тем терлӗ тӗслӗ курӑнать.
Вӗлле хуртсен ӗҫне курсах
Савӑнӑҫпа ҫиҫсе кулать.
Ҫӑка ҫеҫкиллӗ пыл тути
Сиплӗхӗпе чуна уҫать.
Пылак та техӗмлӗ шӑрши
Ырӑлӑхпа ӑша тулать.
Сӗтеклӗ ылтӑн шӗвекпе
Пыл чӗресне тултармалла.
Сӑпас уявӗ ячӗпе
Ҫӳлти Турра тав тумалла.
Тем тӗрлӗ курӑк, пан улми,
Вӗлле хуртне лӑпкатӑрах.
Симпыллӑ пурнӑҫӑн тути
Кашни килте упрантӑрах!
Марина Иванова, 14.08.2025