Çут тĕнче курма çуратнă Пире аннесем. Несĕле тăсма шутланă Çавăнпа вĕсем. Утьăкка туса ÿстернĕ Чĕрçитти çинче. Кăкăр сĕчĕпе ĕмĕртнĕ Чĕре çумĕнче. Ачасем утма пуçлани Мĕн тери хавас. Ак умра тăрать куç тулли - Кăмăлтан савас. «Анне» сăмаха илтсессĕн Савăннă тем пек. Ача амăшĕн пит-куçĕ. Кулнă хĕвел пек. Турăран пиллĕхне ыйтнă Ырлăхсем курма. Вĕçмешкĕн çунат тыттарнă Пысăк çын пулма. Кашни ачашăн вăл кирлĕ Пирĕн аннесем. Вĕсемпе эпир телейлĕ Унăн ачисем. Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.
:Мелания Герасимова(Никифорова)
Пирĕн аннесем
Çут тĕнче курма çуратнă
Пире аннесем.
Несĕле тăсма шутланă
Çавăнпа вĕсем.
Утьăкка туса ÿстернĕ
Чĕрçитти çинче.
Кăкăр сĕчĕпе ĕмĕртнĕ
Чĕре çумĕнче.
Ачасем утма пуçлани
Мĕн тери хавас.
Ак умра тăрать куç тулли -
Кăмăлтан савас.
«Анне» сăмаха илтсессĕн
Савăннă тем пек.
Ача амăшĕн пит-куçĕ.
Кулнă хĕвел пек.
Турăран пиллĕхне ыйтнă
Ырлăхсем курма.
Вĕçмешкĕн çунат тыттарнă
Пысăк çын пулма.
Кашни ачашăн вăл кирлĕ
Пирĕн аннесем.
Вĕсемпе эпир телейлĕ
Унăн ачисем.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.