Комментарии
- Предыдущие комментарии
- В начало
- 17 июн 00:19Тавтапус Сире пите лайах юрасем эпе Чавашла юрлатап савасем сыратап чун яланах ЧАВАШРА Ядринсий район дер Хорамалы ️
- Чт 12:56Чаваш юрри, Чаваш ташши, черене пырса тивессе, култарассе те йертессе, пур-ши тата стакан пек челхе!
- вчера 13:02Очень красиво смотритесь земляки.Нравится что на фото люди разных поколений.Эп сире сыалах сунатап.
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
Чувашские песни
:Надежда Самара-Тольятти
.
Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать
Сар кайăк юрлать сасси ян каять.
Çурхи ăшă тÿлек лăпкă каçсенче
Эп тухатăп эп тухатăп урама.
Сана курас сана курас туйăмпа
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.
Ак паян сана куртăм вăйăра
Куçусем те сан йăл кулаç кăна
Ах юратупа выляма курлĕ мар,
Юрату вăл юрату вăл вăйă мар.
Юрату вăл хитре сарă чечек мар,
Ăна татма ăна татма кирлĕ мар
Тĕнчĕре пĕрре юрату кăна,
Юрату сăмахĕ çунтарать чуна.
Çурхи ăшă тÿлек лăпкă каçсенче
Эп тухатăп эп тухатăп урама.
Сана курас сана курас туйăмпа
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.