Комментарии
- 11 авг 02:18Патриотка Россииаран вуласа тухрӑм ҫирни-не. хӑшь-пӗрь сӑмах-сене эпӗрь урӑх-ла калапӑр, кӗскетеперь. тӗваш-ла ҫир-ма, вула-ма вӗреньтмень пире шкул-та. Ҫиртӑм мелле каласяпӑрь.
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
МЫ-ЧУВАШИ
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче "Енӗшсем" фольклор ушкӑнӗ Малтикас ялӗн уявӗнче пулчӗ.
Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин паттӑрӗсене халалласа палӑк уҫрӗҫ кунта. Ҫак паллӑ пулӑм кашнин чӗринчех тарӑн йӗр хӑварчӗ. "Енӗшсем" салтак юррипе, чӑваш кӗвви-ҫеммипе чун-чӗрене хускатрӗҫ.
Уяв концертӗнче Малтикас ялӗн хастар та пултаруллӑ ҫыннисене саламласа ҫуралнӑ кӗтес, тӑванлӑхпа туслӑх ҫинчен юрӑсем шӑратрӗҫ, такмакласа ташларӗҫ.
Ял уявӗ янкӑс юрӑ-кӗвӗпе, капӑр та килӗшӳллӗ ҫи-пуҫпа, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе, ӑш пиллӗ калаҫупа, савӑк кӑмӑл-туйӑмпа асра юлчӗ.