🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 02.

02.2025ç.
Ку эрнере кăларăм ятне тÿрре кăларса кайрисем малалла ыткăнчĕç, малтисем вара çавна пула чакрĕç. Тавах итлекенсене, сасăлава хастар хутшăнса кăларăма йĕркелеме пулăшнăшăн. Çакăн валли пирĕн виçĕ интернет лапамĕ пур - «Одноклассникинче», «Вконтактере» тата телеграм-каналта. Тархасшăн, «Радио Чувашии» - «Чăваш радио» ятлă ушкăна хутшăнăр. Пурне те хапăл тăватпăр.
10-мĕш вырăн – Алина Федорова, «Пĕр сана кăна саватăп»
9-мĕш вырăн – Юрий Ельмов, «Юратсан»
8-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Манаймарăм эп сана»
7-мĕш вырăн – Дмитрий Моисеев, «Юратуçăм-юрату»
6-мĕш вырăн – Петр Бельцов, «Кĕтнĕ юрату»
5-мĕш вырăн – Елена Леонтьева, «Ай, юрлар, тăвансем»
4-мĕш вырăн – Ольга Осипова, Иван Шинжаев, «Шупашкар»
3-мĕш вырăн – «Икĕ тус» ушкăн, «Ай, савнар-и?»
2-мĕш вырăн – Владимир Шинжаев, «Сивĕ çумăр»
1-мĕш вырăн – Любовь Васильева, «Таврăнайăп çĕршывăм чĕнсен»

Кайри – мала хит-парад. Çĕнĕ сасăлав-02.02.25ç.!
Участников 129. Анонимное голосование завершено
Алина Федорова, «Пĕр сана кăна саватăп»
1410%
Юрий Ельмов, «Юратсан»
1913%
Александр Арсентьев, «Манаймарăм эп сана»
2114%
Дмитрий Моисеев, «Юратуçăм-юрату»
53%
Петр Бельцов, «Кĕтнĕ юрату»
64%
Елена Леонтьева, «Ай, юрлар, тăвансем»
11%
Ольга Осипова, Иван Шинжаев, «Шупашкар»
21%
«Икĕ тус» ушкăн, «Ай, савнар-и?»
139%
Владимир Шинжаев, «Сивĕ çумăр»
4430%
Любовь Васильева, «Таврăнайăп çĕршывăм чĕнсен»
2215%
🎶 Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Унсăр пуçне эпир «Телеграмра» пур https://t.me/radiorus_chuv Хутшăнăр!

Хисеплĕ юрăçсем!
Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр:
timahvi@yandex.ru
Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!
  • Чăваш радио - Кайри - мала хит-парад - 02.02
🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 02.02.2025ç. - 950026240231

Комментарии