çуралнăранпа 170 çул çитнĕ май «МАН ХАЛĂХ, МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВ!» КОНКУРСА ХУТШĂНМА ВАСКĂР!
Кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Президент гранчĕ пулăшнипе «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона хутшăнса конгресăн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне йĕркелерĕç. Конкурс тĕллевĕсем чăваш чĕлхипе литературине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси, илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвне анлăрах явăçтарасси, ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси, Иван Яковлевăн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен сăмахлăх пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси пулчĕç.
Пултарулăх ăмăртăвĕ тăватă номинаципе иртет: -- чи лайăх сăвă, -- чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк, -- чи лайăх пьеса, -- алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем). Комисси литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене Чăваш наци конгресĕнче йышăнать. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне ача-пăча пултарулăх конкурсне Чăваш Реслубликин тата Раççей Федерацийĕн регионĕсен шкулĕсенче вĕренекенсемпе аслă шкул студенчĕсенчен çаксем хăйсен ĕçĕсене ăмăртăва тăратрĕç: Александра Федорова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь шкулĕ, 6-мĕш кл.), Анастасия Данилова (Шупашкар, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, юридици факультечĕ, 1-мĕш курс студентки), Софья Глазкова (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 6-мĕш кл.), Артем Бучельников (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 3-мĕш кл.), Дарья Мальцева (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 3-мĕш кл.), Сергей Антонов (Тюмень, 65-мĕш шкул, 3-мĕш кл.), Кира Антонова (Тюмень, 65-мĕш шкул, 2-мĕш кл.), Татьяна Иванова, Лиана Харитонова, Татьяна Шибаева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 8-мĕш кл.), Виктория Таланцева (Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ, 4-мĕш кл.), Петр Ятрушев (Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ, 5-мĕш кл.), Анастасия Кузмина (Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ,11-мĕш кл.), Кристина Столярова (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул), Александр Ильмендеров (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул, 8-мĕш кл.), Николай Алексеев (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул), Софья Тимофеева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 4-мĕш кл.), Данил Спиридонов (Çĕрпÿ районĕ, Михайловка шкулĕ, 7-мĕш кл.), Алексей Семенов (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 8-мĕш кл.), Александр Осипов (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 8-мĕш кл.), Данил Евдокимов (Йĕпреç районĕ, Чăваш Тимеш шкулĕ, 9-мĕш кл.), Наталия Алексеева (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 7-мĕш кл.). Хисеплĕ ачасемпе студентсем, учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ! Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Хăвăр мĕн пултарнине, чи лайăх сăвă, калав, пьеса хайлавĕсене тата ал ĕçĕсене конгреса ярса(кĕртсе) пама васкăр! Кĕтетпĕр!
Ыр сунса Геронтий НИКИФОРОВ, йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.
Чăваш наци конгресĕ
Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев
çуралнăранпа 170 çул çитнĕ май
«МАН ХАЛĂХ, МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВ!» КОНКУРСА ХУТШĂНМА ВАСКĂР!
Пултарулăх ăмăртăвĕ тăватă номинаципе иртет:
-- чи лайăх сăвă,
-- чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк,
-- чи лайăх пьеса,
-- алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем).
Комисси литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене Чăваш наци конгресĕнче йышăнать.
Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне ача-пăча пултарулăх конкурсне Чăваш Реслубликин тата Раççей Федерацийĕн регионĕсен шкулĕсенче вĕренекенсемпе аслă шкул студенчĕсенчен çаксем хăйсен ĕçĕсене ăмăртăва тăратрĕç: Александра Федорова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь шкулĕ, 6-мĕш кл.), Анастасия Данилова (Шупашкар, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, юридици факультечĕ, 1-мĕш курс студентки), Софья Глазкова (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 6-мĕш кл.), Артем Бучельников (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 3-мĕш кл.), Дарья Мальцева (Тюмень облаçĕ, Анат Тавта районĕ, Канаш шкулĕ, 3-мĕш кл.), Сергей Антонов (Тюмень, 65-мĕш шкул, 3-мĕш кл.), Кира Антонова (Тюмень, 65-мĕш шкул, 2-мĕш кл.), Татьяна Иванова, Лиана Харитонова, Татьяна Шибаева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 8-мĕш кл.), Виктория Таланцева (Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ, 4-мĕш кл.), Петр Ятрушев (Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ, 5-мĕш кл.), Анастасия Кузмина (Етĕрне районĕ, Урпаш шкулĕ,11-мĕш кл.), Кристина Столярова (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул), Александр Ильмендеров (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул, 8-мĕш кл.), Николай Алексеев (Çĕрпÿ, 1-мĕш интернат шкул), Софья Тимофеева (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 4-мĕш кл.), Данил Спиридонов (Çĕрпÿ районĕ, Михайловка шкулĕ, 7-мĕш кл.), Алексей Семенов (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 8-мĕш кл.), Александр Осипов (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 8-мĕш кл.), Данил Евдокимов (Йĕпреç районĕ, Чăваш Тимеш шкулĕ, 9-мĕш кл.), Наталия Алексеева (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ, 7-мĕш кл.).
Хисеплĕ ачасемпе студентсем, учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ! Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Хăвăр мĕн пултарнине, чи лайăх сăвă, калав, пьеса хайлавĕсене тата ал ĕçĕсене конгреса ярса(кĕртсе) пама васкăр! Кĕтетпĕр!
Ыр сунса Геронтий НИКИФОРОВ,
йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
Проект "Национальное достояние народов - достояние России" реализуется Межрегиональной общественной организацией "Чувашский национальный конгресс" при поддержке Фонда президентских грантов.
#ПроектПобедитель
#ФондПрезидентскихГрантов
#ПоддержкаНКО
#ПрезидентРоссии
#ПрезидентРФ