❗ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Эс килсем, ырӑ кӑмӑллӑ ир!
️Куҫа уҫрӑм ирех вӑранса ыйхӑран,
Кантӑка уҫса ятӑм сирсе шӑплӑхран.
Хӗвеле саламларӑм тулли кӑмӑлпа,
Ҫӗн куна тӗл пулса эп калаҫрӑм унпа.
Чупса тухрӑм хире тӗнчепе савӑнма,
Пӗтӗм чун уҫҫипе сывлӑшпа сывлама.
Мӗн тери тутлӑ шӑршӑ вылять ман тавра,
Ӳпкеме сиплӗхпе тултарать самантра.
Хӗвелпе ялтӑран курӑкпа киленсе,
Шав утатӑп мала ӗмӗте сӑн кӗртсе...
Сывлӑм шывӗ ӳкет сарӑлса ҫӗр ҫине,
Урана йӗпетсе парнелет сиплӗхне.
Кайӑксен сассипе вӑранать ҫут тӗнче,
Уй-хире ҫепӗҫ шав тыткӑнлать ир ҫинче.
Чечексем карӑнса туртӑнаҫҫӗ ҫӳле,
Тав туса пуҫ таяҫҫӗ хӑйсем хӗвеле...
Эс килсем, эс ҫитсем, ырӑ кӑмӑллӑ ир,
Ан хӗрхен ҫуттуна, хурлӑха часрах сир!
Турӑ пӳртӗр санпа нумай ҫул тӗл пулма,
Ыйхӑран вӑранса ӑшшупа савӑнма.
Марина Иванова

Комментарии

Комментариев нет.