❗ПОЭЗИ ТӖНЧИ

Телее еплерех валеҫеҫҫӗ?
Час-часах тӗшмӗртетпӗр ҫавна.
Хӑш-пӗрне туллиех тӳпелеҫҫӗ,
Туйӑнать пек сиктернӗн хӑвна.
Ҫыннӑнри пысӑкрах курӑнать-ши?
Ӑнланма та хӗнрех хӑш чухне.
Телее тивӗҫмен пек пулать-ши?
Тен, ҫитмен-тӗр валеҫнӗ чухне?
Шӑпана та час-час айӑплатпӑр,
Ӳкӗтлетпӗр, вӑрҫатпӑр лавне.
Темшӗн питӗ кайран ӑнланатпӑр
Чӑн телей пурнӑҫ хӑй иккенне.
Мая Салампи.

Комментарии

Комментариев нет.