Хаклă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем,

сире аслă уяв - Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Сире çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, тăнăçлăх тата ырлăх сунатпăр! Уявпа! Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе!
Петĕр Хусанкай
Салтак сăмахĕ
Самана салтакĕ эпĕ:
Пăшалпа е перапа –
Пĕтиччен кун-çул хисепĕ
Хуралта эп тăрапах.
Çăмăл мар салтак кун-çулĕ:
"Çуртăм – çурăм хыçĕнче,
Чунăм – чĕрне вĕçĕнче", –
Тенине эс илтнĕ пулĕ.
Çĕнтерÿ пĕр аслă юрă,
Пĕр уяв пек пуличчен
Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ,
Пуçĕпех пĕтни миçен!
Чи таса, илемлĕ, сывă
Ывăл - хĕрччĕ... Мĕн теес?
Çĕлĕк хыв, пуç тай, çĕршывăм:
Çавсемпе çĕнтертĕн эс.
Хаклă хак тÿлерĕн эсĕ
Сыхламашкăн ирĕке.
Е татах çапла тÿлес-и?
Ку ан пултăрччĕ текех.
Пулмĕ ку! Кăвар çунатлăн
Тухрăн эс вутран-кĕлрен,
Çĕнĕрен хăвна çуратнăн
Чунупа та çĕнелен.
Кун-çулне пурăнаймасăр
Сÿннисен ячĕпеле
Ывăлу - хĕру халь харсăр
Çĕкленет тÿпенелле.
Мĕльюншарăн-мĕльюншарăн
Пуç çухатнă çамрăксен
Ячĕсем, çунса кăваррăн,
Сасă паччăр пур енчен:
"Эй, этемлĕх! Пăх та курччĕ,
Ăнлансамччĕ хăвна ху.
Эпĕр – санăн шанчăкуччĕ,
Ĕмĕтÿ, пуласлăху.
Хăçанччен капла ку пырĕ?
Пур вăрçа та чармалли
Пĕр саккун хăçан-ха çырĕ
Хăйшĕн хăй этем алли?"
Эп çакна илтетĕп халĕ
Самана шăв-шавĕнче.
Сăмахне этемлĕх калĕ,
Çавăнта пырать тĕнче.
Ĕçлĕ кун-и е уяв-и, –
Парăм пысăк ман умра;
Яланах ăна туяп эп,
Сас парап хама кура.
Самана салтакĕ эпĕ:
Пăшалпа е перапа –
Пĕтиччен кун-çул хисепĕ
Хуралта эп тăрапах!
1965

gif
  • Лев Лещенко - День Победы
  • Эльпике - СЕНТЕРУ КУНЕ (муз. Павлов Александр, сл. Альбина Юрату)
  • Олег Софронов - тавах сире ветерансем

Комментарии