13 сен 2019

Юрататăп сана, Елчĕкĕм.

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче православи чиркĕвĕ Александр Невский княçăн çĕрмен ÿтне Владимир хулинчен Петербурга - Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать. Çак уяв Елчĕк ялĕн тĕп уявĕ шутланть.
Паллă куна Елчĕксем çулсеренех Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре уява халалланă кĕлĕрен пуçлаççĕ, кĕлĕ хыççăн хĕреслĕ çул çÿреве хутшăнаççĕ.
Праçнике хатĕрленсе ирттерес ĕçе Елчĕк ялĕн çамрăкĕсем кашни çулах активлăхпа палăрнăран уяв программи çулсеренех пуян та анлă пулать. Чи малтанах Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем спорт аэробики енĕпе спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Мария Долговăпа пĕрле зарядка турĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова ăшшăн саламларĕ, спортпа туслă пулмаллине палăртнă май сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пыма сĕнчĕ.
Малаллине хаçатăн çитес номерĕнче вулăр…

Комментарии

Комментариев нет.