Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ Ӳстерсе ăс-хал мулне. Кĕнекеçĕсем шыраççĕ Чăвашсен кунне-çулне. Тинкеретпĕр малалла, Кайрине те халь куратпăр... Манăн шухăшăмпала — Эпир пулнă, пур, пулатпăр. Пĕр вăрман пулсан этемлĕх, Тĕрлĕ йывăç пур унта. Ярăнса кăна ӳсмелĕх Вырăн çитĕ вăрманта. Каснă, вăтăрнă пире, Кăкласа хăртман та мар-тăр, Вăрлăх юлнă пурпĕрех: Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Никамран та ютшăнмасăр, Тан курса пур йăхсене, Ят хума пултарнă хамăр Хĕвеле, çăлтăрсене. Ăс-пуçран та катăк мар, Чун хавалĕпе те паттăр, Чĕрепе те шĕл кăвар — Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ, Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах Упранса вăл çитсе кĕрĕ Коммунизм таранах. Чун çакна шанми пулсан — Маншăн шăтăк та ан алтăр. Шанчăк сӳнмĕ нихăçан: Эпир пулнă, пур, пулатпăр! «Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр Хăш чухне чăвашранах. Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр Ун йышши каçрашкана. Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун, Куçăнах унран кулатпăр: Ӳк те çурăл, хып та çун — Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Çак кунччен упраннă халăх Мăшкăлланмĕ паянтан; Хăйшĕн хăй — парне те палăк, Пуринпе те вăл пĕр тан. Пĕтĕм пурнăç терчĕпе Çĕр çыртса тупа тăватпăр: Шăрăх, сивĕ е йĕпе — Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Лăпкă чух та, вăрçăра та — Хут çине те чул çине Çыртăм, халĕ те çыратăп Халăха ĕненнине. Савнă халăх манпалан Шухăшлатăр та калатăр Уçă, ирĕк кăмăлтан: Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
32-ВЫПУСК
:☆ღ☆. Елен@ .☆ღ☆
Петĕр Хусанкай
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ӳстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ӳсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан —
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ӳк те çурăл, хып та çун —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй — парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Лăпкă чух та, вăрçăра та —
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!