К А Ч Ч А  Т У Х М А  Ç Ă М Ă Л   М А Р - 918154558919

К А Ч Ч А Т У Х М А Ç Ă М Ă Л М А Р

Хырăм çурăма ăс панă пек анне те мана ялан вĕрентет те вĕрентет,хуть хăлхана хупласа лар.
-Качча ăна вăхăтра тухмалла хĕрĕм,илекен пулсан ан турткаланса тăр,хальхи каччăсем ир авланма васкамаççĕ,тÿшек ăшшине мар,хаяррине ытларах юратарах параççĕ,вĕсен пеккисенчен пăрăнма тăрăш.Качча каясси çăмăл мар хĕрĕм,ку вăл целое исскуствă. Хăшĕ-пĕри ав,качча тухать,упăшки наян е ытла чухăнни лĕксен ,е ăшă вырăн çинче нимĕр пиçмесен ,айăккинче пуянрах арçын тупать,хăйĕнчен чылай аслăрах пулсан та унпа пĕрлешет,ун хулпуççи çине хăпарса ларать те шик шăхăрса пурăнма тытăнать.
Хам та пĕлетĕп,халĕ йĕркеллĕ упăшка тупма йывăррине. Эх,тепĕр тесен,çав Вар Виттинех качча тухмаллаччĕ те,кая юлсан каю шăтать тени тĕрĕсех пулмалла... Çав кÿршĕри Витя çинчен сăмах-юмахĕ пырать-ха.Çав Витя мĕнчул хут карта хушăкĕнчен мана сăнарĕ,качча тухма ыйтрĕ . Эпĕ кутăнланнăран тарăхнипе юнашар ял хĕрĕпе Варварипе пĕрлешрĕ те Виттяран Вар Витти пулса тăчĕ. Арăмĕ те упăшкине Вар Витти тесен хутă савăнать,йăл та йăл çиçсе илет.
Ялта каччăсем юлманран хаçата пĕлтерÿ шăрçаласа ятăм. Хаçатра пĕлтерÿ тухнă-тухман ман пата кунсерен вуншар çыру киле пуçларĕ,пурте
укçа минтерĕ çинче çывăракан хитре хĕрпе палашасшăн,çырусем çине хуравсем çырма пуçларăм. Анчах минтер ăшне хальхи укçасем мар,ĕлĕкхи
лавкара усă курма юраман укçасем çеç пулнине вуласа пĕлсенех çыру çырас ĕмĕчĕсем сÿнсе лараççĕ.
Пĕррехинче хапха умнех хул хушшине портфель хĕстерсе лартнă, шак шакла пуçлă хусах яртлатарса çитрĕ. Ку хусах ман упăшка
пуласси ,-пулĕ-ха шутларăм хайхи. Анчах яш хусах мана ыталама шутламарĕ,тÿрех вырăн çинчи тÿшеке хăй ытамне илчĕ, хут укçасене тÿшекрен пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларса лупă витĕр сăнама тытăнчĕ. Хăйне нумизмат терĕ,кивĕ укçа-тенкĕ пуçтаракан иккен . Каччă çапса пăрахсан та авланма шутламанни çинчен пакăлтатрĕ.
Ялта ват каччăсем кăна юлнăран хулана пурăнма куçрăм. Пурăнма саппунран кăшт сарлакарах хĕсĕк пÿлĕм те тупанчĕ.
Агрегат завочĕ тĕлĕнче троллейбус ларсан пĕр сухаллă хусах ытамне лĕкрĕм,вĕçертес шухăшĕ те çук, эпĕ ăçта пурăнни çинчен ыйтать. Çухалса каймарăм,виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнатăп тесе суйрăм.Каччă манран
юлма шутламарĕ те ,мĕн тăвас ,хамăн хĕсĕк пÿлĕме кăтартмах тиврĕ. Манăн хĕсĕк пÿлĕме курсан каччă тÿрех тухса тарма хăтланчĕ. Сухаленчен икĕ аллăмпа ярса тытма ĕлкĕртĕм та самантрах кăптăр-каптăр тимĕр кровать пуçĕнчен
хытă кăна çыхса лартрăм. Хырăм пăкар-пакăр тăвать,намăс курас килмерĕ,тула тухма васкарăм. Килсен пăхрăм,ак тамаша! Пÿлĕмре каччă çук,кровачĕ-мĕнĕпех тухса шăвăннă,каяннăй..Качча каясси пулмарĕ,урайĕнчех çывăрма лĕкрĕ.
Çакăн пек мыскарана лĕкнĕ хыççăн та качча каяс шухăш пĕтмерĕ,ĕмĕтленни хăççан та пулин пурнăçланасса кĕтрĕм.
Пĕррехинче каçхи сменăран чылай ĕшĕнсе тухнăскер троллейбус çине
хыçалти алăкран йăпшăнса кĕрсе тăтăм. Пĕр хура çамрăк каччă ман çине
шăтарасла тинкерсе пăхнине асăрхарăм. Çухалса каймарăм,каччăна астарма шутларăм,йăл та йăл йĕлпĕрсе кĕлеткене вылятса илтĕм,пуçа
çÿлерех каçăртса ăна асăрхаман пек пуçа тепĕр енелле пăртăм. Анчах
çамрăк каччă манран пăрăнса иртме шутламарĕ те,ман çумма пырса тăчĕ,тем каласшăн пулмалла,çăварĕ уçăлать,анчах сасси темшĕн тухмасть.
-Кай,ку немой каччă пулĕ-ха,-шутларăм хайхи. Каччăран хăвăрт пăрăнса
пушă вырăна кайса лартăм. Çамрăк каччă та манран юлас темерĕ ,çиппи
йĕппинчен юлман пек ман çуммах пырса ларчĕ, сухăр пек çыпçăнчĕ те манран хăпасшăн та пулмарĕ. Кур -ха, немой темерĕн ман çине кушак
аçи пек тинкерет, тем калама хăтланать. Ялти хамăран кушак аçи Мурка
хăйма çиес умĕн чĕлхине кăларса тутисене çулласа илнине аса илтĕм. Кун
вара чĕлхе те пур те çук,ăнланма йывăр.
Кайсан кайсан троллейбус пак анчах чарăнчĕ,Кăнтăр поселокне "конечнăй
остановкăна" çитнĕ иккен. Çак чĕлхесĕре пула хам тухмалли чарăнуран самаях инçе кайнă иккен. Троллейбус водитĕлĕ хăй вырăнĕнчен салона тухрĕ те,троллейбус малалла кайманни çинчен пĕлтерчĕ. -Пурне те троллейбусран тухма ыйтатăп,-терĕ.
Юлашкинчен водитель пире троллейбусран тĕрте-тĕртех кăларчĕ. Утатпăр "немойпа" поселок урамĕнчи тротуар тăрăх. Нумай пулмасть анчах
çумăр çунипе çул хĕррисĕнчи ланкашкасем шывпа тулăннă. Кĕтмен çĕртен
çил хăваласа ыткăнакан "Камаз" пире иксĕмĕре те пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таранах шыв сирпĕтсе хăварчĕ. Пите анчах икĕ аллăмпа хуплама ĕлкĕртĕм. -Йĕксĕк,ытла пÿтсĕр этем,кун пек лавçăсене кам права панă-ши?,-кĕчĕ сылтăм хăлхана арçын сасси. Унталла-кунталла пуçа пăра-пăра тавралла сăнатăп,"Немойсăр" пуçне никамах та асăрхамастăп,тĕлĕннипе хуть персе ан.- Йоккăр-маккăр, кам сассине илтрĕм-ха,-тетĕп хайхи.
-Сирĕн ăçталла каймалла,ăсатса яма сире эпĕ хавас,-кĕчĕ хальхинче сулахай хăлхана малтанхи арçын сасси. Чутах кайса ÿкеттĕм,
манпа никам та мар,"Немой" калаçать иккен Тĕлĕннипе çăвара ула курак пек карса пăрахрăм . Сăмах хушас тетĕп, çăварăм хупăнмасть,çăвара карнипех пыратăп ,каччă сăмахĕсем хăлхаран мар çăвартан кĕре пуçларĕç.
"Илюш" -ятлă иккен хăй. Мана пĕрре курсах çăтса ямалла мар юратса пăрахни çинчен сăмахлать. Анчах апăрша ,инкеке ,мана мар, кĕтмен çĕртен хăй чĕлхине çăтса янă иккен. Камаз водителнĕ вăрçать тата, унăн машини ланкашкари шыва сирпĕтсе хăварман пулсан чĕлхи каялла тухайнă пулĕччĕ-ши,калама хĕн? Илюш ман çума ытларах та ытларах йăпшăнать,вĕри кăмакаран пиçсе тухнă кукăль пек ăшă сăмахсем калать. Юлашкинчен чăтаймарĕ,мана качча илес кăмăлĕ хирти капан евĕр пысăк пулнине пĕлтерчĕ.
Ку каччă "Немой "мар,тăнсăртарах иккен,-шутларăм ăшра ,йăл-йăл кулă пите çапнă май. Пĕрре курсах ăслă каччă юратса пăрахма пултарайманни çинчен анне каланăччĕ, ун пек тума тăнсăр каччăсем анчах пултараççĕ иккен.
-Мĕне кирлĕ мана ăслă упăшка,çемьере пĕри ăслă пулсан та çитет,-тесе
вĕрентетчĕ мана анне.
Эпĕ йăпăр-йапăр икĕ черчен аллăмсемпе Илюш мăйĕнчен çакăнтăм .
-Кăмăл ял хапхи евĕрех уçă,паян тесен паян сана качча тухмашкăн хатĕр,-
савăннине пытармарăм эпĕ. Илюш çакна кăна кĕтнĕ пек тÿрех мана хытăран та хытăрах икĕ вăйлă аллипе ыталать,тутаран çине-çине чап та
чап чаплатттарса чуптăвать.
-Кăмăлу уçă пулнишĕн эпĕ хавас,чăтмалла мар юрату çимĕçне тутанса пăхассăм килет,- шалти шухăшне пĕрре те пытармарĕ Илюш.
-Сад пахчи калиткине туй хыççăн анчах уçăпăр,халлĕхе вара ни-ни, сиртĕм
эпĕ Илюшăн сылтăм аллине хăпарса таракан çемçе кăкăрăм çинчен.
- Ытла та нумай кĕтме тивет çке,чăтăмлăх çитĕ-ши?,- кăмăлĕ лаштах пусăрăнчĕ каччăн.
-Ытлашши кулянма кирлех мар,акă ыранах пĕрлешме кăмăлани çинчен ЗАГСа кайса хут шăрçалăпăр,-лăплантартăм пулас упăшкана.
Илюшпа тепĕр эрнеренех туй тусах пĕрлешрĕмĕр, Анчах кун çинчен каярах
чап-чап уйăхĕ иртсен çырса пĕлтерĕп.
11. 2021 çул

Комментарии

Комментариев нет.