💢 «Ача – Турă панă хаклă парне» - 961978171824

💢 «Ача – Турă панă хаклă парне»

Çут тĕнчене килекен кашни пепкине çапла йышăнаççĕ Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Марийăпа Иван Кудрявцевсем. Мăшăр 11 ача (7 ывăл та 4 хĕр) çитĕнтерет.
— Малтанласа, паллах, йывăртарахчĕ. Ачасене кашни самантра тимлĕх кирлĕ, — аса илчĕ Мария Николаевна. — Ӳснĕ май хăйсем тĕллĕн çӳреме пуçларĕç. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ, мана та хуçалăхра пулăшаççĕ.
Ачисем çитĕннĕ май çемье те йышланса пынă. Пĕрин хыççăн тепри Андрей, Вика, Настя, Данил… çут тĕнчене килнĕ. Хальхи вăхăтра Кудрявцевсен чи кĕçĕнни Тимофей — вунă уйăхра.
👉 Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (24.11.2023)

Комментарии

Комментариев нет.