💢«Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ 2024 çулта кашни гектартан вăтамран 40,4 центнер тырă пухса кĕртрĕ
Çак кăтарту — республикăри хуçалăхсен хушшинче чи пысăккисенчен пĕри. Çакăн сăлтавне мĕнпе ăнлантармалла? Сеялкăсене уя ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăларса çанталăк йĕпене кайиччен мĕн пур лаптăкăн пĕр пайне варăнтарса ĕлкĕрнĕ. Çурхи культурăсен вегетацийĕ çанталăк ăшăтсан кăна, çу уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн, тапраннă, çавăнпа вĕсем çĕртме уйăхĕнчи шăрăха япăхрах хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Кашни гектартан çурхи тулă вăтамран — 29,5, урпа 31,6 ц панă. Кĕрхи тулă 52-шер ц тухнă. Филиал пурĕ 24 пин те 116 тонна тырă пухса кĕртнĕ. — Тырра çанталăк типĕ чухнех пуçтарса кĕртнине палăртас килет, — терĕ филиал директорĕ Юрий Федотов (сăн ӳкерчĕкре) — Николай Ефремов, Вячеслав Илларионов, Гурий Константинов, Сергей Федоров, Леонид Арсентьев, Николай Казанов, Дмитрий Романов, Сергей Васильев, Вадим Липатов, Александр Иванов комбайнсене тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Олег Егоров, Михаил Пудов тата Валерий Рыжов водительсем вĕсене кĕттерсе тăратмарĕç, тырра çийĕнчех йĕтеме турттарчĕç. Кĕрхисем пысăкрах тухăç панине шута илсе кăçал та пысăк лаптăкра акса хăвартăмăр, вĕсем начар мар шăтрĕç. Филиал коллективĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне лайăх кăмăл-шухăшпа кĕтсе илет. Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (29.10.2024)
Издательский дом "Хыпар"
💢«Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ 2024 çулта кашни гектартан вăтамран 40,4 центнер тырă пухса кĕртрĕ
Çак кăтарту — республикăри хуçалăхсен хушшинче чи пысăккисенчен пĕри. Çакăн сăлтавне мĕнпе ăнлантармалла?
Сеялкăсене уя ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăларса çанталăк йĕпене кайиччен мĕн пур лаптăкăн пĕр пайне варăнтарса ĕлкĕрнĕ. Çурхи культурăсен вегетацийĕ çанталăк ăшăтсан кăна, çу уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн, тапраннă, çавăнпа вĕсем çĕртме уйăхĕнчи шăрăха япăхрах хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Кашни гектартан çурхи тулă вăтамран — 29,5, урпа 31,6 ц панă. Кĕрхи тулă 52-шер ц тухнă. Филиал пурĕ 24 пин те 116 тонна тырă пухса кĕртнĕ.
— Тырра çанталăк типĕ чухнех пуçтарса кĕртнине палăртас килет, — терĕ филиал директорĕ Юрий Федотов (сăн ӳкерчĕкре) — Николай Ефремов, Вячеслав Илларионов, Гурий Константинов, Сергей Федоров, Леонид Арсентьев, Николай Казанов, Дмитрий Романов, Сергей Васильев, Вадим Липатов, Александр Иванов комбайнсене тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Олег Егоров, Михаил Пудов тата Валерий Рыжов водительсем вĕсене кĕттерсе тăратмарĕç, тырра çийĕнчех йĕтеме турттарчĕç. Кĕрхисем пысăкрах тухăç панине шута илсе кăçал та пысăк лаптăкра акса хăвартăмăр, вĕсем начар мар шăтрĕç. Филиал коллективĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне лайăх кăмăл-шухăшпа кĕтсе илет.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (29.10.2024)