Валерий Краснов [Ирĕк Килтĕш] — аслă пĕлӳллĕ ӳнерçĕ, çав вăхăтрах вăл сăвă та çырать, юрă-кĕвĕ те хайлать. Вĕсене хăех гитара каласа юрлать. Валерий Алексеевич Елчĕк тăрăхĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнать. Тăван тăрăхне чăтма çук юратать. Ун пирки «чăн-чăн ял паттăрĕ» тесе калас килет. - Эпĕ купăс калама ятарласа вĕрентĕм. Вăйă кĕввине хамах тытса пытăм. Юлташ вара ял-йыша ташă кĕвви каласа ташлаттарчĕ. Ман шухăшпа, Питрава авалхи йăла-йĕркепе палăртмалла. Мĕншĕн тесен ют çĕртен курма килекен те чылай. Праçник иртсен тепĕр кун Финляндирен нимĕçсем килсе çитрĕç. Хĕрарăмĕ пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕскер иккен, унта качча кайнă. Вăйă картипе, йăла-йĕркепе кăсăкланчĕç. Эпĕ вĕсене Кив çурта илсе кайрăм. Çитес çул чăваш кĕпи çĕлеттерсе уява хутшăнма сăмах пачĕç. Аякра пурăнакан çынсем чăваш чĕлхипе кăсăкланни савăнтарчĕ. Эппин, хамăрăн пултарулăхпа мăнаçланмалла пирĕн, унпа ыттисене те паллаштармалла. Çак хĕрарăм ачисене чăвашла вĕрентесшĕн çунать. Вăл каланă тăрăх, ют çĕршывра тăван чĕлхене çирĕп тытса пыраççĕ. Сăмахран, Францире ĕçе вырнаçас тесен француз чĕлхине пĕлмелле, Японие кайсан — яппунла вĕренмелле. Чĕлхене пĕлмесен ĕçе те илмеççĕ. Шел те, пирĕн чĕлхе вара çулсерен «сĕвĕрĕлсе» пырать, – терĕ Валерий Алексеевич. 🗓«Ялта пурăнма аван» социаллă проект («Хыпар» хаçат 01.09.2025)
Издательский дом "Хыпар"
💢«Тăван ен чуна хавхалантарать»
Валерий Краснов [Ирĕк Килтĕш] — аслă пĕлӳллĕ ӳнерçĕ, çав вăхăтрах вăл сăвă та çырать, юрă-кĕвĕ те хайлать. Вĕсене хăех гитара каласа юрлать. Валерий Алексеевич Елчĕк тăрăхĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнать. Тăван тăрăхне чăтма çук юратать. Ун пирки «чăн-чăн ял паттăрĕ» тесе калас килет.
- Эпĕ купăс калама ятарласа вĕрентĕм. Вăйă кĕввине хамах тытса пытăм. Юлташ вара ял-йыша ташă кĕвви каласа ташлаттарчĕ. Ман шухăшпа, Питрава авалхи йăла-йĕркепе палăртмалла. Мĕншĕн тесен ют çĕртен курма килекен те чылай. Праçник иртсен тепĕр кун Финляндирен нимĕçсем килсе çитрĕç. Хĕрарăмĕ пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕскер иккен, унта качча кайнă. Вăйă картипе, йăла-йĕркепе кăсăкланчĕç. Эпĕ вĕсене Кив çурта илсе кайрăм. Çитес çул чăваш кĕпи çĕлеттерсе уява хутшăнма сăмах пачĕç. Аякра пурăнакан çынсем чăваш чĕлхипе кăсăкланни савăнтарчĕ. Эппин, хамăрăн пултарулăхпа мăнаçланмалла пирĕн, унпа ыттисене те паллаштармалла. Çак хĕрарăм ачисене чăвашла вĕрентесшĕн çунать. Вăл каланă тăрăх, ют çĕршывра тăван чĕлхене çирĕп тытса пыраççĕ. Сăмахран, Францире ĕçе вырнаçас тесен француз чĕлхине пĕлмелле, Японие кайсан — яппунла вĕренмелле. Чĕлхене пĕлмесен ĕçе те илмеççĕ. Шел те, пирĕн чĕлхе вара çулсерен «сĕвĕрĕлсе» пырать, – терĕ Валерий Алексеевич.
🗓«Ялта пурăнма аван» социаллă проект («Хыпар» хаçат 01.09.2025)