Трак енре Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятийĕсем тухăçлă иртрĕç. Тăхăр ушкăн территори уйрăмĕсене çитрĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов тата Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов Красноармейски салинче тата çывăхри ялсенче пурăнакансемпе культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Михаил Степанов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне — утăм», «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем», «Тăнăç пурнăçа — утăм» социаллă проектсене халăх ырласа йышăннине палăртрĕ. Павел Семенов «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин амăшĕ» медальпе Елена Яковлевăна чысларĕ, паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (19.09.2025)
Издательский дом "Хыпар"
💢Паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ
Трак енре Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятийĕсем тухăçлă иртрĕç. Тăхăр ушкăн территори уйрăмĕсене çитрĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.
Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов тата Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов Красноармейски салинче тата çывăхри ялсенче пурăнакансемпе культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Михаил Степанов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне — утăм», «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем», «Тăнăç пурнăçа — утăм» социаллă проектсене халăх ырласа йышăннине палăртрĕ.
Павел Семенов «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин амăшĕ» медальпе Елена Яковлевăна чысларĕ, паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (19.09.2025)