1 апреля - 65 лет со дня рождения поэта-переводчика Анатолия Смолина (01.

04.1957-22.05.2012 гг.)
Анатолий Смолин пурнăçран ытла ир уйрăлса кайнă пулин те чăваш литературин аталанăвне хăйĕн сумлă тÿпине хывса хăварнă. Публицистикăра та, поэзире те, куçару ĕçĕнче те пултаруллă пулнă вăл. Хайлавĕсенче тăван тавралăха, хресченĕн çăмăл мар ĕçне сăнлать. Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче çуралса ӳснĕскер, литературăна 70-мĕш çулсенче килнĕ. «Ялав» район хаçатĕнче тата «Çилçунат» журнал редакторĕнче тăрăшнă. Пĕр вăхăт Чăваш Республикин Президенчĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.
14 кĕнеке кăларнă. Вĕсен йышĕнче «Çаврăм», «Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе», «Асамлă азбука», «Кĕтрет кĕтесĕ» сăвă пуххисем тата ытти те. Литературăри пултарулăхĕшĕн Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Трубина Мархви, Геннадий Айхи, Фатых Карим премийĕсене тивĕçнĕ. Чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла нумай хайлав куçарнă.
#литературныймузей #музей21 #годвыдающихсяземляков #знаменитыелюдиЧувашии #поэты

Комментарии

Комментариев нет.