Чăваш чĕлхи уйăхлăхне халалланă тĕл пулусем малалла пыраççĕ.

К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче паян Раççей Писательсен союзĕн членĕпе, ЧР писательсен союзĕн ертÿçипе, паллă прозаикпа, Ольга Геннадьевна Куликовăпа тĕл пултăмăр. Калаçăва И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Ольга Геннадьевна литература ани çинче тунă пĕрремĕш утăмсем çинчен каласа пачĕ, кĕнекесенчи хăш-пĕр сăнарсене те сÿтсе яврăмăр. "Упраймарăм сана", "Сарă кĕпе" , "Хăрнă вĕрене" хайлавсене уйрăмах тишкертĕмĕр. Калаçу хыççăн Ольга Геннадьевна пурнăç çулĕ çине тăракан çамрăксене усăллă канашсем пачĕ.
#литературныймузей #музей21 #диалогсписателем #деньчувашскогоязыка #чебоксары

Комментарии

Комментариев нет.