9 дек 2024

Хӳтӗлевçӗсене ăшăнма тимӗр кӑмака тунă

Хӳтӗлевçӗсене ăшăнма тимӗр кӑмака тунă - 995992264079
Хӳтӗлевçӗсене ăшăнма тимӗр кӑмака тунă - 995992278159
Пограничниксен ветеранӗ сержант званиллӗ Владимир Капитонов вăрçăри ентешсем валли буржуйка- кăмака шăратса тунă.
Владимир Викторович – пур ӗҫре те ӑста. Шӑратса сыпмалли аппаратпа вӑл хӑйӗн ҫурчӗ, хуҫалӑхӗ валли мӗн кӑна туман пулӗ! Унӑн ӑста аллинче тимӗр татӑкӗ искусство произведенийӗ пулса тӑрать: ҫурт умӗнчи фигурӑллӑ хапха мӗнле эстета та савӑнтарӗ.
Мастер журнал сӗтелӗ, кровать, çурта кӗрес умӗн пӳрт ум çине тӗлӗнмелле эрешленӗ витти тăвать. Ятарлă çар операцинче ҫапӑҫакан ентешсем валли Владимир Капитоновпысӑк диаметрлӑ тимӗр трубасемпе усӑ курса, кӑмака шăратса сыпăнтарнă.
Ку ӗҫе чăн ăстаçă çеç пурнăçлама пултарать. Хӗллехи сивӗсенче çак кăмака пирӗн ентеш- салтаксене ӑшӑнма, апат хатӗрлеме, урана тăхăнакан пушмака типӗтме пулăштăр тет мастер.

Комментарии

  • 15 янв 11:56
    Мужчина с большим сердцем и доброй душой. Божей помощи тебе и здоровья. Видимо ты со своей пенсии покупаешь материал. Бумеранг все тебе вернёт. А кто имеет миллионы, им жалко.