Виталий Тимирясов ячӗллӗ Аксу шкулӗнче Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрла пуç хунă Василий Краснов, Сергей Ильин, Андрей Анашкин ячӗсемпе Асăну хӑмасем уҫрӗҫ. Геройсене асӑнма шкул патне вӗсен ҫывӑх тӑванӗсем, шкул ачисем пухӑнчӗç. Шкул стени çине геройсен тата виҫӗ ячӗ хутшăнчӗ. Митинга район ӗçтăвкомӗн ертӳҫи Алмаз Мингулов уҫрӗ. – Пирӗн воинсен Асăну хӑмисене Эпир Раҫҫей геройӗсен Кунӗнче уҫни пысăк пӗлтерӗшлӗ, – палӑртрӗ вӑл. – Вӗсем пирӗншӗн Тӑван Ҫӗршыва чӗререн юратнин уншӑн пурнӑҫа пама пултаракансен тӗслӗхӗ пулса тăраççӗ. Эпир вӗсен паттӑрла ӗҫӗсене асра тытӑпӑр. Райӗçтăвком ертӳҫи ашшӗ-амӑшне ывӑлӗсене пӑхса ӳстернӗшӗн тав сăмахӗсем каларӗ. Рядовой Краснов Василий Витальевич 1983 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Аксура ҫуралнӑ. 9 класс хыҫҫӑн, 1999 ҫулта Аксу техникумне вӗренме кӗнӗ Повар профессине алла илсен, Тольяттине кайнӑ. Унта вăл автозаводра кăларакан запас пайсен складӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен Мускавра заводра холодильник тăвакан заводра вăй хунă. Василий ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Паттăрăн çывӑх ҫыннисем вăл ҫутҫанталӑка, çулла вăрманта çырла-кăмпа пуҫтарма юратнине палăртрӗç. Кирек кама та, хăçан та пулăшма хатӗр пулнă. 2024 ҫулта вăтра контракт туса, ятарлă çар операцине пурнăçлама тухса кайнă. 2024 ҫулхи октябрӗн 9-мӗшӗнче Василий Краснов хаяр çапăçура паттӑрла вилнӗ. РФ Президенчӗн Указӗпе çамрăка Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Ефрейтор Ильин Сергей Андреевич, 1987 ҫулхи ака уйăхӗнче Аксура Андрей Сергеевичпа Светлана Дмитриевна ҫемйинчеҫуралнӑ. Сергей ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтнӗ ывӑлӗ, иккӗмӗш ача пулнӑ, çемйере икӗ хӗр ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех ашшӗ - амӑшӗн тӑван ялне, Заряна ҫӳреме юратнӑ, асламӑшӗпе аслашшӗне пулӑшнӑ. Вӑл питӗ ҫутӑ, таса чунлӑ ача, туссемшӗн шанчӑклӑ юлташ пулнӑ, ашшӗпе амӑшӗшӗн –тӑрӑшакан ывӑл. Сергей Аксубри вӑтам шкулта тӑхӑр клас пӗтернӗ хыççăн лицейра механизатор профессине алла илнӗ. 2006 ҫулта мотострелковӑй ҫарта ефрейтор званире çар тивӗçне пурнăçланă. Чаллă хулинче шина заводне ӗçе кӗнӗ. Авланнӑ, мăшăрӗпе икӗ ывăл çитӗнтернӗ. 2022 ҫулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче Сергее мобилизаци йӗркипе ятарлă çар операцие чӗнсе илнӗ. Боецӑн пурнӑҫӗ 2024 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче татӑлнă. Волхов районӗнчи Николаевка ялӗ çывăхӗнче позицире ентеш-салтак дрон айне лекнӗ. РФ Президенчӗн указӗпе Сергей Ильина Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Рядовой Анашкин Андрей Геннадьевич апрелӗн 24-мӗшӗнче 1974 ҫулта Аксура ҫуралнӑ. Пуçламăш классенче Аксури вӑтам шкулта вӗреннӗ. Чаллăна куçса кайсан 5- 9- класа Андрей хула шкулӗнче вӗреннӗ. 9 класс хыҫҫӑн техникумра механик слесарь специальность алла илнӗ. Ҫар службине иртнӗ. 1996 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе Аксăва таврӑннӑ. Кăçалхи ака уйăхӗнче контракт туса хӑй ирӗкӗпе вăрçă хирне тухса кайнă. Октябрь уйăхӗнче Авдеевка çывăхӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ. Ӑна паттӑрлӑх орденӗпе – Вӗренекен педагогсемшӗн, шкул коллективӗшӗн, пуриншӗн те Василий Краснов, Сергей Ильин тата Андрей Анашкин паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса юлӗҫ, - янӑрарӗ митингра. Шăплăх саманчӗ хыççăн шурӑ виттисен илчӗç. Митинга хутшăннисем асăну хăми патне хӗрлӗ гвоздикăсем хучӗҫ.
Ял пурнăçӗ.
Геройсен ячӗсем ӗмӗре пирӗнпе
Виталий Тимирясов ячӗллӗ Аксу шкулӗнче Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрла пуç хунă Василий Краснов, Сергей Ильин, Андрей Анашкин ячӗсемпе Асăну хӑмасем уҫрӗҫ.
Геройсене асӑнма шкул патне вӗсен ҫывӑх тӑванӗсем, шкул ачисем пухӑнчӗç. Шкул стени çине геройсен тата виҫӗ ячӗ хутшăнчӗ.
Митинга район ӗçтăвкомӗн ертӳҫи Алмаз Мингулов уҫрӗ.
– Пирӗн воинсен Асăну хӑмисене Эпир Раҫҫей геройӗсен Кунӗнче уҫни пысăк пӗлтерӗшлӗ, – палӑртрӗ вӑл. – Вӗсем пирӗншӗн Тӑван Ҫӗршыва чӗререн юратнин уншӑн пурнӑҫа пама пултаракансен тӗслӗхӗ пулса тăраççӗ. Эпир вӗсен паттӑрла ӗҫӗсене асра тытӑпӑр.
Райӗçтăвком ертӳҫи ашшӗ-амӑшне ывӑлӗсене пӑхса ӳстернӗшӗн тав сăмахӗсем каларӗ.
Рядовой Краснов Василий Витальевич 1983 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Аксура ҫуралнӑ.
9 класс хыҫҫӑн, 1999 ҫулта Аксу техникумне вӗренме кӗнӗ
Повар профессине алла илсен, Тольяттине кайнӑ.
Унта вăл автозаводра кăларакан запас пайсен складӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен Мускавра заводра холодильник тăвакан заводра вăй хунă. Василий ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Паттăрăн çывӑх ҫыннисем вăл ҫутҫанталӑка, çулла вăрманта çырла-кăмпа пуҫтарма юратнине палăртрӗç. Кирек кама та, хăçан та пулăшма хатӗр пулнă. 2024 ҫулта вăтра контракт туса, ятарлă çар операцине пурнăçлама тухса кайнă.
2024 ҫулхи октябрӗн 9-мӗшӗнче Василий Краснов хаяр çапăçура паттӑрла вилнӗ. РФ Президенчӗн Указӗпе çамрăка Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Ефрейтор Ильин Сергей Андреевич, 1987 ҫулхи ака уйăхӗнче Аксура Андрей Сергеевичпа Светлана Дмитриевна ҫемйинчеҫуралнӑ.
Сергей ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтнӗ ывӑлӗ, иккӗмӗш ача пулнӑ, çемйере икӗ хӗр ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех ашшӗ - амӑшӗн тӑван ялне, Заряна ҫӳреме юратнӑ, асламӑшӗпе аслашшӗне пулӑшнӑ. Вӑл питӗ ҫутӑ, таса чунлӑ ача, туссемшӗн шанчӑклӑ юлташ пулнӑ, ашшӗпе амӑшӗшӗн –тӑрӑшакан ывӑл. Сергей Аксубри вӑтам шкулта тӑхӑр клас пӗтернӗ хыççăн лицейра механизатор профессине алла илнӗ.
2006 ҫулта мотострелковӑй ҫарта ефрейтор званире çар тивӗçне пурнăçланă. Чаллă хулинче шина заводне ӗçе кӗнӗ. Авланнӑ, мăшăрӗпе икӗ ывăл çитӗнтернӗ. 2022 ҫулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче Сергее мобилизаци йӗркипе ятарлă çар операцие чӗнсе илнӗ. Боецӑн пурнӑҫӗ 2024 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче татӑлнă. Волхов районӗнчи Николаевка ялӗ çывăхӗнче позицире ентеш-салтак дрон айне лекнӗ.
РФ Президенчӗн указӗпе Сергей Ильина Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Рядовой Анашкин Андрей Геннадьевич апрелӗн 24-мӗшӗнче 1974 ҫулта Аксура ҫуралнӑ.
Пуçламăш классенче Аксури вӑтам шкулта вӗреннӗ. Чаллăна куçса кайсан 5- 9- класа Андрей хула шкулӗнче вӗреннӗ. 9 класс хыҫҫӑн техникумра механик слесарь специальность алла илнӗ. Ҫар службине иртнӗ. 1996 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе Аксăва таврӑннӑ. Кăçалхи ака уйăхӗнче контракт туса хӑй ирӗкӗпе вăрçă хирне тухса кайнă. Октябрь уйăхӗнче Авдеевка çывăхӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ. Ӑна паттӑрлӑх орденӗпе
– Вӗренекен педагогсемшӗн, шкул коллективӗшӗн, пуриншӗн те Василий Краснов, Сергей Ильин тата Андрей Анашкин паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса юлӗҫ, - янӑрарӗ митингра.
Шăплăх саманчӗ хыççăн шурӑ виттисен илчӗç. Митинга хутшăннисем асăну хăми патне хӗрлӗ гвоздикăсем хучӗҫ.