13 дек 2024

Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç

М и т и н г а я л х а л ă х ӗ , к ӳ р ш ӗ л л ӗ я л с е н ч е п у рӑ на к а нсем, г еройă н тăванӗсемпе çывăх çыннисем пуçтарăнчӗç. Вӗсем хӑйсен пат тӑрне асӑнса, вӗсен тăванӗсемпе пӗрле хурланчӗç. – Чӑн геройсем мирлӗ вӑхӑтра палӑрмаҫҫӗ, анчах хӑрушлӑх самантӗнче вӗсем вилӗмрен хăрамасăр, хӑйсен ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, – терӗ район пуçлăхӗн çумӗ Ильшат Загидуллин.– Пирӗн ентешсем – Раҫҫей салтакӗсем, Раççей паттăрӗсем пулнипе мăнаçланатпăр. – Николай Семеновпа Сергей Юмартов пирӗн тăнăçлăхшăн, пуласлӑх ҫутӑ пултӑр тесе пуçӗсене хунă. Эпир вӗсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ тайатпӑр. Ентеш-геройсен ячӗсене асра тытасси, ҫамрӑк ӑрӑва вӗсен тӗслӗхӗпе çитӗнтересси – пирӗн тӳрӗ тивӗç. Митингра Кивӗ Ӳсел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова тухса сăмах каларӗ. Вӑл Николай Семеновпа Сергей Юмартов ял халăхӗн асӗнче юлнине палăртрӗ. Асӑну гранит хăмасем ç и н чен ш у р ӑ п у с м а н а сирсе илчӗç. Митинга хутшӑннисем геройсен гранит çинчи сăнарӗсем умне хӗрлӗ чечексем хучӗҫ.

Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117437071
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117439375
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117515919
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117515663
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117521807
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117525391
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117525135
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117531279
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117536143
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117539215
Меречен клубӗ çумӗнче ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Семеновпа Сергей Юмартов ячӗсемпе Асăну хăми уçрӗç - 996117546895
Семенов Николай Петрович 17-мӗшӗнче 1968 ҫулхи нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗнче Мереченте нумай ачаллӑ çемйере ҫуралнӑ (Коля пиллӗкмӗш ача пулнӑ). Унăн ашшӗ,Петр Андреевич, «Сульча»колхозра ветеринари врачӗ пулса ӗҫленӗ. Аамӑшӗ Ольга Петровна, тӗрлӗ ӗçре вăй хунă. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна мӗн пӗчӗкренех ӗҫчен те тӗрӗс çын пулма, Тӑван Ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ. 1984 ҫулта Николай Кивӗ Мăкшел шкулӗнчен вӗренсе тухса, Ҫыр Чаллă хулари автомеханика техникумӗнче вӗреннӗ. Совет Ҫарӗнче вăл ПВО -ра службӑра тӑнӑ. Салтакран таврăнсан КамАЗ заводра автомеханикра ӗҫленӗ, каярахпа пӗр вăхăт Волгоградра пурӑннӑ, ӗҫленӗ, анчах чут чӗннипе тӑван яла таврӑннӑ. Кисинский совхоз управляющийӗнче, Аксу лесничествинче тăрăшнă. Совхоз саланнă хыççăн нефть уçлакан компание куçнă. Николай Петрович кирек хăш ӗçре те тӑрӑшуллăхпа, яваплăхпа палăрнă. Николай Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлеме йышӑннӑ. Унӑн икӗ хӗрӗпе мӑнукӗ юлнӑ.
Юмартов Сергей Петрович 1990 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мереченте ҫуралнӑ. Ашшӗ, Петр Петрович механизаторта ӗҫленӗ. Амӑшӗ, Вера Ильинична-тӗрлӗ ӗçре. 2007 ҫулта Сергей Кивӗ Мăкшелӗнчи вӑтам шкулӑн 9 класне пӗтернӗ, унтан Аксури 88-мӗш лицейра тракторист-машиниста вӗренсе тухнă. Тӗрлӗ участоксенче ӗҫленӗ. Вӑл ырă к ӑ мӑ л лӑ уç ă çын пулнă. Пулӑшу кирлӗ пулсан, яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ. Авланнă, Виолетта хӗрӗ çуралнă. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан, Сергей контракт туса, вăрçă хирне тухса кайнă. 2024 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче паттӑрла вилнӗ. Пирӗн ентеше Паттӑрлӑх Орденӗпе наградӑланӑ

Комментарии