13 дек 2024

Хальхт почтальон – волонтер

Ҫыхӑнăвăн паянхи технологийӗсем пире чун ăшшипе тивӗçтереймеççӗ. Ял халăхӗ пӗр ушкӑнпа, пӗр çемйе пек пурӑнма, савӑнӑҫпа инкеке пӗрле пайлама хӑнӑхнӑ. Почтальонсем хӑйсен тӳрӗ тивӗҫӗсемсӗр пуҫне кашнинпе хутшӑнма та вӑхӑт тупаҫҫӗ. Пире вара ăнлану, хутшăну кирлӗ, унсăр пурăнма йывăр. Почтальонăн ӗçӗ паян ытларах та. Мӗн кăна ӗçлемест вăл, мӗн кăна тумасть. Социаллă пулăшусен ытларах тӗсне электрон çине куçарнă пулсан та,вӗсен ӗçӗ чакман. Вӗсене паян волонтер теме те пулать. Хаçат-журнал валеçнисӗр пуçне вӗсем ватӑ çынсене апат-ҫимӗпе, йӑлари хими тата куллен кирлӗ ытти таварпа тивӗçтереççӗ. Хăйсен тӳрӗ ӗçне вара – посылкӑсемпе ҫырусене, тӗрлӗ корреспонденцие майласа палăртнă маршрутпа васкавлăн валеçмелле. Çавăн пекех субсидисемпе тата пенсие те вăхăтлă çитермелле. Саврăшпуç тăрăхӗнчи Савгачевăри почта уйрăмӗн ӗçченӗсем пек. Светлана Семенова ертсе пыракан тăватă çынран тăракан коллектив Савгачево, Саврăшпуç, Заря тата Çирӗклӗ , Сосновка, икӗ Тутар Этемшӳне, Такталă ялӗсене тивӗçтерет.
– Пирӗн почта уйрăмӗн ертӳçи клиентсемпе кӑмӑллӑн та хисеплесе хутшăнма ыйтать, – теççӗ почтальонсем. – Светлана Михайловна хӑй те ӗҫ планне туллин пурнăçлас тӗллевпе мӗн пур вăйне хурать, пире те çавăн пек ӗçлеме хистет.
– Ман шутпа, кирек мӗнле ӗҫре те чи кирли– коллективри ӑнланулăх тата ертӳçе шанни, -

Хальхт почтальон – волонтер - 996120939663
тет Светлана Михайловна. – Манӑн ӗҫре шăп çапла. Паллах, хӗрӗх ҫул хушшинче ку ӗҫре манӑн та тӗрли пулнă,уйрӑмах й ы в ӑ р т ӑ х ӑ р в у н н ӑ м ӗ ш ҫулсенче. Анчах ӗҫтешсем ăнланни пулăшрӗ. Тен, ҫавӑнпа манӑн нихҫан та ӗҫе пăрахас кӑмӑл пулман. Хусанти электротехникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑнса тӗрӗс тунă тесе шутлатăп. Кӑҫалхи август уйӑхӗнче Светлана Семенована Раҫҫей Федерацийӗн цифра ҫыхӑнӑвӗн тата массӑллӑ хутшăнăвăн Министерствин Хисеп хучӗпе чыслани те çакна çирӗплетсе парать. Эпир почта уйрӑмне пырса кӗнӗ самантра почтальонсем-волонтор сем ятарлă ҫар операцийӗн задачисене пурнӑҫлакан ентеш валли посылка майлатчӗç.

Комментарии