20 дек 2024

Ял хуҫалӑх техникин хатӗрлӗхне тӗрӗслерӗҫ

Районта машинӑпа трактор паркӗсен хӗл тӗлне хатӗрлӗхне тӗрӗслерӗç. Кашни çул çак енӗпе республикăра ятарлă конкурс иртет.
Районти ялхуҫалӑх ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Çӗр ӗҫченсен умӗнче паян ял хуҫалӑх агрегачӗсене хӗллене упранма лартас ыйту тухса тӑрать.
Уй-хир ӗҫне хутшӑннă техника упранма вырнаçиччен çирӗп тӗрӗслев иртмелле. Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ 2025 ҫулхи çӗр ӗçӗсене–акана, калча апатлантарассине, имçамлассине, пухса кӗртессине çӳллӗ шайра йӗркелесе ирттересси.
Тӗрӗслев комиссийӗн йышӗнче техникăна ТР ЯЛ Хуҫалӑх Министерствин АПК Министерствин тӗп специалисчӗ Булат Яруллин, районти УСХиП начальникӗ Борис Соломонов, механизаци енӗпе консультант Рамил Фатахов, Патшалăх техсăнав специалисчӗ Илдар Бикмухаметов пӑхса хакланӑ.
Комисси пайташӗсем юсав ӗҫӗсене ирттермелли условисене те тивӗçлӗ хак панă. Çавăн пекех хӑрушсӑрлӑх техникине ял хуçалăх предприятисенче мӗнле пурнăçланипе тата техникӑна юсакансен ӗç укçипе те кӑсӑкланнӑ. Тӗрӗслеве пӗтӗмлетнӗ хыççăн конкурсри вырӑнсене палӑртнӑ.

Ял хуҫалӑх техникин хатӗрлӗхне тӗрӗслерӗҫ - 996326230159
Ял хуҫалӑх техникин хатӗрлӗхне тӗрӗслерӗҫ - 996326245263

Комментарии

Комментариев нет.