Аксу волонтерӗсене РФ патшалӑх Депутачӗ награда тата ҫӗвӗ машинисем пачӗ, вӗсем ăна – Тав ҫырӑвӗ
Район канашӗн ларăвӗнче тӗрлӗ отрасльсенче хастар ӗçлекенчене та общество пурнăçне хутшăнакансене наградăсем пачӗç. Ҫак официаллӑ мероприятире чуна пырса тивекен, хумхантаракан кăмăл-туйăм хуçаланчӗ. Район ӗçтăвкомӗн ертӳҫи Алмаз Мингулов волонтерсен ушкӑнне Ленин, Суворов, Кутузов тата Богдан Хмельницкий Орденӗсемлӗ полк командирӗнчен Тав хучӗсем пачӗ. Ларăва хутшăннă РФ Патшалӑх депутачӗн Олег Морозовӑн пулăшаканӗ Рифат Хабибуллин волонтерсене ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинка парнеленине пӗлтерчӗ. Хӗрарӑмсем ҫакӑншӑн калама ҫук хӗпӗртерӗҫ – вӗсем халӗ ӑшӑ тумтир, ҫывӑрмалли михӗ, палаткӑсем нумайрах ҫӗлеме май параççӗ. Çӗнӗ машинкăпа малти линире тăракан салатаксем валли мӗн кирлине пурне те çӗлеме пулать. Ҫакӑн пек парнешӗн волонтерсем Олег Морозова чӗререн тав турӗҫ. – Халӗ эпир ятарлă çар операцине пурнăçлакансене ытларах пулăшма пултаратпăр, – терӗç вӗсем. Волонтерсем те патшалӑх депутатне пысăк пулăшушăн хăйсен Тав çырăвне пачӗç.
Ял пурнăçӗ.
Аксу волонтерӗсене РФ патшалӑх Депутачӗ награда тата ҫӗвӗ машинисем пачӗ, вӗсем ăна – Тав ҫырӑвӗ
Район канашӗн ларăвӗнче тӗрлӗ отрасльсенче хастар ӗçлекенчене та общество пурнăçне хутшăнакансене наградăсем пачӗç.
Ҫак официаллӑ мероприятире чуна пырса тивекен, хумхантаракан кăмăл-туйăм хуçаланчӗ. Район ӗçтăвкомӗн ертӳҫи Алмаз Мингулов волонтерсен ушкӑнне Ленин, Суворов, Кутузов тата Богдан Хмельницкий Орденӗсемлӗ полк командирӗнчен Тав хучӗсем пачӗ. Ларăва хутшăннă РФ Патшалӑх депутачӗн Олег Морозовӑн пулăшаканӗ Рифат Хабибуллин волонтерсене ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинка парнеленине пӗлтерчӗ. Хӗрарӑмсем ҫакӑншӑн калама ҫук хӗпӗртерӗҫ – вӗсем халӗ ӑшӑ тумтир, ҫывӑрмалли михӗ, палаткӑсем нумайрах ҫӗлеме май параççӗ. Çӗнӗ машинкăпа малти линире тăракан салатаксем валли мӗн кирлине пурне те çӗлеме пулать. Ҫакӑн пек парнешӗн волонтерсем Олег Морозова чӗререн тав турӗҫ.
– Халӗ эпир ятарлă çар операцине пурнăçлакансене ытларах пулăшма пултаратпăр, – терӗç вӗсем.
Волонтерсем те патшалӑх депутатне пысăк пулăшушăн хăйсен Тав çырăвне пачӗç.