Аслă Сӗнчел ялӗнче ҫӗнетнӗ ял клубӗ ӗҫлеме пуҫларӗ
Аслă Сӗнчелте тӗп юсав хыҫҫӑн ялти Культура Ҫуртне уҫрӗç Çак ялăн çуртне 45 ҫул каярах ӗçе панă пулнă. Юлашки çулсенче вăл палăрмаллах юхăннă. Кашни пухура халăх клуба юсав кирли çинчен калаçма пуçланă. Кăçал ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тӗп юсава грант пулӑшӑвӗн укҫи-тенки шучӗпе тунӑ. Культура вучахӗнче пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ: стенана, маччана, урайне, сценăна та. Куракансен залӗнче – ҫӗнӗ креслӑсем. Культура Ҫуртне тӗп юсав хыҫҫӑн райӗçтăвком ертӳҫи Алмаз Мингулов уçрӗ. Ял ҫыннисене вăл ҫак событипе ӑшшӑн саламларӗ, клуб ӗҫченӗсене тата илемлӗ пултарулăха хутшăнакансене ӗçри çитӗнӳсем сунчӗ. Вӗсем уява хутшăннă халăха пуян концерт программипе савӑнтарчӗҫ. Концерта ача сачӗн пепкисемпе шкул ачисем, Кивӗ Мăкшел, Пионер тата Кӗçӗн Сӗнчел Ял клубӗсен пултарулӑх коллективӗсем хутшӑнчӗç. Концерт хыççăн нумай ҫул хушши илемлӗ пултарулӑха хутшăннăшăн, чӑваш наци йӑли-йӗркисене упраса хăварас ӗçе тата вӗсемпе çамрăксене паллаштарасине палăрмаллах тӳпе хывнă Сӗнчелӗн культура Ҫурчӗн методистне Сергей Крайнова, "Хавхалану" фольклор коллективне хутшӑннӑ Галина Львовӑпа Александр Крайнова чысларӗç. Чӑваш Республикин культура сферин çӗнӗлӗх кӗртес, йӑла-йӗркене упраса хӑварас енӗпе чӑваш енӗн пурлӑхлӑ этнокультура центрӗн объекчӗсене тӗпчес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Кӗçӗн Сӗнчел Ял клубӗн специалисчӗ Вера Уканеева чыса тивӗçнӗ.
Ял пурнăçӗ.
Аслă Сӗнчел ялӗнче ҫӗнетнӗ ял клубӗ ӗҫлеме пуҫларӗ
Аслă Сӗнчелте тӗп юсав хыҫҫӑн ялти Культура Ҫуртне уҫрӗç
Çак ялăн çуртне 45 ҫул каярах ӗçе панă пулнă. Юлашки çулсенче вăл палăрмаллах юхăннă. Кашни пухура халăх клуба юсав кирли çинчен калаçма пуçланă. Кăçал ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тӗп юсава грант пулӑшӑвӗн укҫи-тенки шучӗпе тунӑ. Культура вучахӗнче пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ: стенана, маччана, урайне, сценăна та. Куракансен залӗнче – ҫӗнӗ креслӑсем.
Культура Ҫуртне тӗп юсав хыҫҫӑн райӗçтăвком ертӳҫи Алмаз Мингулов уçрӗ.
Ял ҫыннисене вăл ҫак событипе ӑшшӑн саламларӗ, клуб ӗҫченӗсене тата илемлӗ пултарулăха хутшăнакансене ӗçри çитӗнӳсем сунчӗ.
Вӗсем уява хутшăннă халăха пуян концерт программипе савӑнтарчӗҫ. Концерта ача сачӗн пепкисемпе шкул ачисем, Кивӗ Мăкшел, Пионер тата Кӗçӗн Сӗнчел Ял клубӗсен пултарулӑх коллективӗсем хутшӑнчӗç. Концерт хыççăн нумай ҫул хушши илемлӗ пултарулӑха хутшăннăшăн, чӑваш наци йӑли-йӗркисене упраса хăварас ӗçе тата вӗсемпе çамрăксене паллаштарасине палăрмаллах тӳпе хывнă Сӗнчелӗн культура Ҫурчӗн методистне Сергей Крайнова, "Хавхалану" фольклор коллективне хутшӑннӑ Галина Львовӑпа Александр Крайнова чысларӗç.
Чӑваш Республикин культура сферин çӗнӗлӗх кӗртес, йӑла-йӗркене упраса хӑварас енӗпе чӑваш енӗн пурлӑхлӑ этнокультура центрӗн объекчӗсене тӗпчес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Кӗçӗн Сӗнчел Ял клубӗн специалисчӗ Вера Уканеева чыса тивӗçнӗ.