Комментарии
- 8 янв 21:25Галина Ивашкина
- 8 янв 21:25Галина Ивашкина
- 9 янв 08:05М СМЕЛ НЛКрасота!
- 9 янв 11:33Юлия БочкареваМолодцы!!!
- 9 янв 12:57ТатьянаНиколай Елины
- 9 янв 12:57ТатьянаНиколай Елины
- 9 янв 14:26М СМЕЛ НЛ ответила Галине ИвашкинойВесело было, вам тоже понравилось?
- 9 янв 15:25Галина ИвашкинаНу да,раньше классно пели песню Саврăш пуçēнче.
- 9 янв 17:26Галина Ивашкина ответила М СМЕЛ НЛVID-20250109-WA0022.mp4
- 9 янв 17:28М СМЕЛ НЛ
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
Ял пурнăçӗ.
Саврăшпуç илемӗпе танлаштарма йышăннă
Ятарлă комисси Саврăшпуç ял тӑрӑхӗн территорине Çӗнӗ ҫул тӗлне илемлетнине тивӗҫлипе хакларӗ
Ҫӗнӗ ҫул тӗлне конкурсра Валерий Николаев ертсе пыракан ял тăрăхӗ çултан çул çӗнтерӳçӗ пулса призсем илет.
Кӑҫал та ҫавнашкалах пулчӗ. Саврăшпуç культура вучахӗ районти ытти учрежденисен йышӗнче пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Ҫак кунсенче район ертӳҫипе Алмаз Мингуловпа ял тăрăхне Республикӑри ҫӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркелекен комисси килсе кайрӗ.
Тӗп усадьбӑна кӗнӗ чух хуҫасене хӑнасене çуна çине куçарса лартса, ял урамӗпе çил пек хăваласа иртрӗç. Ял варринче хӑнасем "юмахри ҫӗршыва" лекрӗҫ – пӗтӗм площадь тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялкӑшать. Кашни ҫурт:магазин, шкул çурчӗсем, харпăр ҫуртсем тӗрлӗ тӗспе куçа çиçтереççӗ. Юрпа пăртан ăсталаса тунă тунӑ кӗлеткесем юмахри пек курăнса лараççӗ.
Ял тăрăхӗн административлӑ ҫурчӗ патӗнче, капӑр чӑрӑш айӗнче, сӑмавар кашлать , сӗтел ҫинче – вӗри апат: икерчӗ, пыл, варенипе вӗри чей ӗҫме пулать. Площадьре уяв хӗрсе пырать – ял ҫыннисем Хӗл мучипе тата Юрпикепе вӑйӑ выляҫҫӗ, ташлаҫҫӗ. Конкурс комиссийӗн пайташӗсем ял халăхне ҫӗнӗ ҫул ячӗпе ӑшшӑн саламласа, чи ырӑ сунусем каларӗç.
– Сирӗн юмахри пек илемӗре , ытти районсенче ҫӗнӗ ҫул илемне хакланӑ май, сирӗн тӗслӗхӗрпе танлаштарӑпӑр,– палӑртрӗҫ хăнасем
Комисси капӑрлатнă пӑр катокне пӑхса тухрӗ.
Хăнасем пӑртан касса кăларакан ăстаçăн Архип Иванов культура ветеранӗн кил умӗнчи иллюминаципе те киленчӗҫ.
Çирӗклӗре ҫӗнӗ ҫул уявне малалла тӑсрӗç. Клубпа юнашар паркра ӳсекен чӑрӑшсем куҫа савӑнтараҫҫӗ. Ял клубӗн шалти тирпейлӗхӗ те хăнасене тӗлӗнтерч.ӗ
Çирӗклӗре комисси пайташӗсем юр патшалӑхӗнчен тӗлӗнчӗç.
Ял клубӗ районти культура ҫурчӗсемпе клуб ҫурчӗсен Çӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркеленӗ конкурсăн Грантне тивӗçрӗ.
Вунӑ ҫул ытла ку культура вучахӗ ҫак конкурса малти вырӑнсене тухать. Кӑҫал та çирӗклӗсем манӑҫăнми ҫӗнӗ ҫул юмахӗ туса хунă.
Ир-ирех ял калама ҫук илемленсе каять. Клуб ҫуртне капăрлатнă тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсем, ялтӑртатса, ырă туйăмсем çуратаççӗ. Ҫак илемлӗхе Марина Якличева ял клубӗн методисчӗ, мӑшӑрӗпе, Николайпа, ял халăхӗ пулăшнипе тунă.
Клубра Çӗнӗ çулхи йăлана кӗнӗ бал-маскарад та иртрӗ.Ял халăхӗ уявра чунтан савăнчӗ.