Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ

Раштав уйӑхӗнче районти кӗлӗ çурчӗсенче уяв кӗллисем илтӗнчӗç.
Раштав кӗллине Аксури православи Чиркӗвӗнче те пурнăçларӗç. Уяв литургине ялсенчен те пычӗç. Вӗсем Çӗр Ҫинчи чи пӗлтерӗшлӗ пулӑма – Христос ҫуралнине-пӗрле палăртма пуҫтарӑнчӗҫ. Уявра ҫамрӑксем те сахал мар пулчӗç, нумайăшӗ ҫемйипех.
Раштав кунӗ чиркӳ тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялтӑртатрӗ, шалтан ăна чăрăш турачӗсемпе илемлетнӗ. Ҫакӑ та пӗлтерӗшлӗ: чиркӗве капӑрлатни пурне теХристос пурнăçӗ çине тарăн пӑхма хистет. Ун пӗлтерӗшӗ ҫинчен пирӗнтен кашнинех шухӑшлама хавхалантарать.
Чаплӑ литургие чиркӳ хорӗ пурнăçларӗ.
Литурги вӗçленсен Аксу районӗн благочиннӑйӗ Феодосий Тотемский преподобнӑй храмӗн настоятелӗ Александр Качаев приход ҫыннисене Христос çуралнӑ ятпа саламларӗ.
Александр атте Мускаври тата Пӗтӗм Раҫҫейри Патриарх Кириллӑн уяв ҫырӑвне тата Чистай епископӗн Пахомийӗн Саламлу ҫырӑвне вуласа пачӗ.
Ҫак уяв каҫ нумайăшӗ Христосӑн вӑрттӑнлӑхӗсене хутшӑнчӗç
Йăлапа Турӑ ҫурчӗн картишӗнче Вертеп туса хунă. Вӑл пурне те Христос ҫуралнӑ Сӑваплӑ каҫ ҫинчен аса илтерет. Вертеп ачасене кăна мар, аслисене те уйрӑмах савӑнăç кӳчӗ.

Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851208591
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851208335
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851210639
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851210383
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851213967
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851213711
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851220879
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851220623
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851220367
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851227279
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851237519
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851237263
Аксура Христос Раштавне кӗтсе илчӗҫ  - 996851243151

Комментарии

Комментариев нет.