Районта икӗ пушар пулса иртнӗ

Январӗн 5-мӗшӗ районта инкерен пуҫланчӗ. Пӗр харӑсах икӗ пушар пулса иртрӗ – Ҫӗнӗ Тимушкелпе Аслă Сӗнчел ялӗсенче.

Районта икӗ пушар пулса иртнӗ - 996899838863
Районта икӗ пушар пулса иртнӗ - 996899838607
Районта икӗ пушар пулса иртнӗ - 996899838351
Районта икӗ пушар пулса иртнӗ - 996899838095
Районта икӗ пушар пулса иртнӗ - 996899837839
Районта икӗ пушар пулса иртнӗ - 996899837583
– Пушара диспечер пӗлтерсенех икӗ команда тухса кайнă. вута тăватă пушар машини сӳнетернӗ. Кивӗ Тимушкелпе МЮД кçăлавçисем те хутшăннă. Кивӗ Тимушкел тӑрӑхӗнчи пушар техники яланах инкеке хирӗç тăма хатӗр. Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Полина Мулеева техника хатӗрлӗхне тӗрӗслесех тăрать. Пушар службин районти тӗп вӑйӗсемпе оборудовани киличчен кунта пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Икӗ пушара сӳнтерме вунвиçӗ çын хутшăннă, – тет Аксури пушарпа ҫӑлав гарнизонӗн начальникӗ Руслан Ибляминов. – Телее, инкекре вилекен пулман.
Пушара район ертӳҫи Алмаз Мингуловпа унӑн çумӗ Станислав Зайцев та пырса çитнӗ.
– Кил хуçи мунчине ытла хӗрӳ чӗртсе янине тата кăмака çăварне хупмасăр хăварнине пӗлтерчӗ,–палăртать пушар сăнавӗн Аксу район уйрӑмӗн çумӗ Александр Бибиков Тимушкелӗнче пулса иртнӗ пушар пирки. – Ҫапла вара ҫурт-йӗре вутпа пӗтернӗ. Телее, хӗлхеме кӳршӗсем çине куçма паман.
Сӗнчел ялӗнче пушар виҫӗ ҫынран тăракан пӗр ҫемьене ҫуртсӑр тӑратса хӑварнӑ.
– Хваттерте пурӑнакансем инкеке сиссе, вăраннă пулсан та, вут ҫурт тӑррипе сарӑлса ăна хыпса илнӗ,– ăнлантарать Расим Ислямов, сăнав органӗн районти уйрӑмӗн дознавателӗ. – Пушар сӑлтавӗ –юсавсӑр электропроводкăра.
пушар сăнавӗн сотрудникӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтăвӗсене пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтереҫҫӗ.
Хутакан кӑмака умне тимӗр листи ҫирӗплетмелле. Кирек мӗнле пулсан та вута асӑрхамасӑр хӑварма юрамасть. Асра тытӑр: кӑмакана хутса ярсан, ытти кирлӗ ытти ӗҫсене пӑрахӑр. Ҫапла эсир хӑвӑр ҫурт-йӗре, хуралтӑсене пушартан сыхлӑр.
Праҫниксемпе канмалли тапхӑрта электропроводка вăйлăрах ӗçлет, мӗншӗн тесен ҫемье килте, пур электроприбор та – ӗçре.
Ҫавӑнпа ӑшӑтмалли кашни сезон умӗн электропроводкӑна тӗрӗслемелле, ҫитменнине тата унӑн ӗçлес срокӗ тухса пырать пулсан. Çурта сыхласа хăварас тесен, çӗнӗ прибор туянма укçана шеллемелле мар.
– Вут вăл талӑк вӑхӑтне пăхăнмасть, çӗрле тухсан, пушарта ҫывӑх ҫынсем çунса кайма е тӗтӗмпе чыхăнса, вилме пултараççӗ, – тет Бибиков. Районта пурӑнакансене гирляндсемпе усӑ курнӑ чухне уйрăмах сыхӑ пулма чӗнетӗп – вӗсене ҫӗрлене сӳнтермесӗр хăвармалла мар, килтен тухса кайнӑ чухне те çавăн пекех. Фейерверксем чӗртнӗ чухне те асӑрхануллӑ пулӑр – çакна ҫурт ҫывӑхӗнче антăвăр. çакна асра тытмалла: вут никама та, ниме те хӗрхенмест.

Комментарии

Комментариев нет.