Район Канашӗнче пыл хурчӗ ӗрчетес ӗҫе аталантарас майсене тата çак ӗçри çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Канашлăва утарçăсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе агрономӗсем хутшӑнчӗç. Тӗлпулу хальхи ыйтусене сӳтсе явмалли тата утарçăсен ӗçри опычӗпе паллаштаракан хăйне евӗр платформа пулса тӑчӗ. Управлени ертӳçи Борис Соломонов ялхуҫалӑх культурисем ӳссе аталаннă ҫуллахи тапхӑрта утарçăсемпе ӳсентӑран ӗрчетекенсен пӗрлехи ыйтăвӗсене татса панин пӗлтерӗшне палӑртрӗ. – Тӗп самантсенчен пӗри – пыл хурчӗ ӗрчетекенсем вӗлле тытакансем ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени, – терӗ вӑл. – Ял хуҫалӑх предприятийӗсене ертсе пыракансем уйрӑмах уй-хире пестицидсемпе имçамланă тапхăрта, утарçăсен умӗнчи яваплӑха ӑнланса илмелле. Пыл хуртне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерес тесен, анасене имçамлама шутлани çинчен утарçăсене маларахах пӗлтермелле. Утарçăсеме çапла хутшăнса, килӗштерсе ӗçлесен пыл хурчӗшӗн хӑрушлӑха чакарма пулать. Пыл вăл – хаклă тавар, район экономикине аталантарма пулăшакан май пулса тăрать, ялхуҫалӑхне ҫирӗп аталанма пулӑшать. Соломонов 2025 ҫул валли акма палăртнă лаптӑксен тытӑмӗпе паллаштарчӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулӑва хутшӑнакансене РФ ял хуҫалӑх Министерствин "Ял хуҫалӑх проекчӗсен атласӗ" проект шайӗнче Динар Вафин туса хатӗрленӗ бренд логотипне тӑратрӗç. Ăна регионти агротуризма аталантарас тӗллевпе хăтланă. Ҫак логотип районти хурт-хăмăр продукцин визит карточки пулса тӑрӗ, суту-илӗве анлӑлатма тата куравсемпе ярмарккӑсенче пыл продукци ҫине тимлӗрех пӑхма пулӑшӗ. Канашлăва хутшăннисене Раҫҫей Ял хуҫалӑх сăнавӗн"Сатурн" патшалӑх информаци тытӑмӗн никӗсӗнче пестицидсемпе агрохимикатсене йӗкерлес енӗпе ӗҫлекен "Портал пчеловода" системӑна хута яни ҫинчен те пӗлтерчӗç. ТР Ял хуҫалӑх министерствин пыл-хурт ӗрчетес тата аквакультура секторӗн заведующийӗ Динард Гатауллин республикӑра хурт-хăмăр ӗрчетес ӗҫри çивӗч ыйтусемпе паллаштарчӗ тата унăн малашлăхӗ çинче чарăнса тăчӗ. "Биопрепарат" НПП директорӗ Римма Ибатуллина хальхи ҫӗр ӗҫӗнче ҫутҫанталӑк технологийӗсене аталантармалли тата пыл хуртне ӗрчетес ӗçре усă курмалли микроорганизмсем мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен каласа пачӗ, тата вӗсемпе акса тӑвас ӗҫре аграрисене анлӑрах усӑ курма сӗнчӗ. РФ Россельхознадзорӗн Республикăри и ветеринари управленийӗн инспекторӗ Эвелина Лутфуллина канашлӑва хутшӑнакансене хурт-хăмăр ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен ветеринари правилисемпе паллаштарчӗ. Вăл çак ӗçри йывăр самантсем çинче те тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ветеринари пӗрлешӗвӗн начальникӗ Раис Хуснуллин канашлӑва хутшӑнакансене вӗллесене маркировка тума кирли ҫинчен хыпарларӗ. Лесничество ертӳҫи Андрей Ильмухин вӑрманта утар тăвас енӗпе усӑ курмалли правилӑсем ҫинчен тата «непарный шелкопряд» текен хуртпа мӗнле кӗрешни çинчен каласа пачӗ. Пыл хуртне социаллӑ контракт шайӗнче ӗрчетмелли çăмăллăхсемпе социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ Елена Золина паллаштарчӗ. СПРАВКА. Районта 293 утар ӗҫлет, вӗсенчен нумайӑшӗ уйрӑм çынсен хушма хуҫалӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Çавӑн пекех вӑрман фондӗнче те утарсем пур. Районта 2 435 вӗлле шутланать, пӗлтӗр 45 тонна ытла тавар пылӗ туса илнӗ.
Ял пурнăçӗ.
Уй ҫийӗн пыл хурчӗ вӗҫтӗр, хирсем чечекленччӗр
Район Канашӗнче пыл хурчӗ ӗрчетес ӗҫе аталантарас майсене тата çак ӗçри çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Канашлăва утарçăсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе агрономӗсем хутшӑнчӗç.
Тӗлпулу хальхи ыйтусене сӳтсе явмалли тата утарçăсен ӗçри опычӗпе паллаштаракан хăйне евӗр платформа пулса тӑчӗ.
Управлени ертӳçи Борис Соломонов ялхуҫалӑх культурисем ӳссе аталаннă ҫуллахи тапхӑрта утарçăсемпе ӳсентӑран ӗрчетекенсен пӗрлехи ыйтăвӗсене татса панин пӗлтерӗшне палӑртрӗ.
– Тӗп самантсенчен пӗри – пыл хурчӗ ӗрчетекенсем вӗлле тытакансем ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени, – терӗ вӑл. – Ял хуҫалӑх предприятийӗсене ертсе пыракансем уйрӑмах уй-хире пестицидсемпе имçамланă тапхăрта, утарçăсен умӗнчи яваплӑха ӑнланса илмелле. Пыл хуртне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерес тесен, анасене имçамлама шутлани çинчен утарçăсене маларахах пӗлтермелле.
Утарçăсеме çапла хутшăнса, килӗштерсе ӗçлесен пыл хурчӗшӗн хӑрушлӑха чакарма пулать. Пыл вăл – хаклă тавар, район экономикине аталантарма пулăшакан май пулса тăрать, ялхуҫалӑхне ҫирӗп аталанма пулӑшать.
Соломонов 2025 ҫул валли акма палăртнă лаптӑксен тытӑмӗпе паллаштарчӗ.
Ӗҫлӗ тӗлпулӑва хутшӑнакансене РФ ял хуҫалӑх Министерствин "Ял хуҫалӑх проекчӗсен атласӗ" проект шайӗнче Динар Вафин туса хатӗрленӗ бренд логотипне тӑратрӗç. Ăна регионти агротуризма аталантарас тӗллевпе хăтланă. Ҫак логотип районти хурт-хăмăр продукцин визит карточки пулса тӑрӗ, суту-илӗве анлӑлатма тата куравсемпе ярмарккӑсенче пыл продукци ҫине тимлӗрех пӑхма пулӑшӗ.
Канашлăва хутшăннисене Раҫҫей Ял хуҫалӑх сăнавӗн"Сатурн" патшалӑх информаци тытӑмӗн никӗсӗнче пестицидсемпе агрохимикатсене йӗкерлес енӗпе ӗҫлекен "Портал пчеловода" системӑна хута яни ҫинчен те пӗлтерчӗç.
ТР Ял хуҫалӑх министерствин пыл-хурт ӗрчетес тата аквакультура секторӗн заведующийӗ Динард Гатауллин республикӑра хурт-хăмăр ӗрчетес ӗҫри çивӗч ыйтусемпе паллаштарчӗ тата унăн малашлăхӗ çинче чарăнса тăчӗ. "Биопрепарат" НПП директорӗ Римма Ибатуллина хальхи ҫӗр ӗҫӗнче ҫутҫанталӑк технологийӗсене аталантармалли тата пыл хуртне ӗрчетес ӗçре усă курмалли микроорганизмсем мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен каласа пачӗ, тата вӗсемпе акса тӑвас ӗҫре аграрисене анлӑрах усӑ курма сӗнчӗ.
РФ Россельхознадзорӗн Республикăри и ветеринари управленийӗн инспекторӗ Эвелина Лутфуллина канашлӑва хутшӑнакансене хурт-хăмăр ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен ветеринари правилисемпе паллаштарчӗ.
Вăл çак ӗçри йывăр самантсем çинче те тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ветеринари пӗрлешӗвӗн начальникӗ Раис Хуснуллин канашлӑва хутшӑнакансене вӗллесене маркировка тума кирли ҫинчен хыпарларӗ.
Лесничество ертӳҫи Андрей Ильмухин вӑрманта утар тăвас енӗпе усӑ курмалли правилӑсем ҫинчен тата «непарный шелкопряд» текен хуртпа мӗнле кӗрешни çинчен каласа пачӗ.
Пыл хуртне социаллӑ контракт шайӗнче ӗрчетмелли çăмăллăхсемпе социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ Елена Золина паллаштарчӗ.
СПРАВКА. Районта 293 утар ӗҫлет, вӗсенчен нумайӑшӗ уйрӑм çынсен хушма хуҫалӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Çавӑн пекех вӑрман фондӗнче те утарсем пур. Районта 2 435 вӗлле шутланать, пӗлтӗр 45 тонна ытла тавар пылӗ туса илнӗ.