Наци пуянлӑхӗ – йӗркесне кӑна мар, халӑхӑн историйӗпе ӑс-хакӑл тӗнчин пӗр пайӗ те. Чӑвашсен йӑли-йӗрки, искусстви, ал ăсталăхӗ тата тавракурӑмӗ нумай ӗмӗрсем хушши йӗркеленнӗ. Чӑваш чӗлхипе культурине мӗнле упраса хӑварасси пирки эпир районти чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçипе Роза Чентаевӑпа калаҫатпӑр.
–Пирӗн тӑрӑхра нумай халӑхӑн кун-ҫулӗпе йӑли-йӗрки ҫыхӑнса кайнӑ, вӗсен хушшинче чӑвашсем. Пирӗн пуян фольклор, чӗлхе тата йӑла-йӗрке ӗмӗрсен хавалне, мӑн асаттесен вӑйне упрать. Паян ҫак хӑйне евӗрлӗ культурӑна упраса хӑварасси – пирӗн наципе культура центрӗн тӗллевӗ. Эпӗ чăвашсен наципе культура центрӗн ӗçне чӗрӗк ӗмӗре яхӑн ертсе пыратӑп. Центр канашӗнче 13 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен кашнинхăйӗн яваплăхӗ.Анатолий Молоствов Генерал-майор ҫамрӑксене патриотла воспитани парассине пӑхса тӑрать, Лилия Мясникова шкулсемпе ӗçлесе,социаллӑ тетел страницине çырса пырать. Евгений Мадуров чӑваш р еспубликин пултарулӑх интеллигенцийӗпе ӗҫлет, Кивӗ Ӳсел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Айдова халăхпа ӗç йӗркелеме пулӑшать, Татьяна Артамонова чӑваш ялӗсенчи библиотекарьсемпе ӗҫлет. Тӑван чӗлхе вӗрентекен Татьяна Романовӑпа Ирина Васикова шкулти мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ, Саврăшпуç тăрăхӗн ертӳçи Валерий Николаев район тулашне тухса ҫӳреме пулӑшать. Сергей Иванов усламçăпа Емелькино ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Нина Михайлова та хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Эпир шкулсемпе ача сачӗсенче май пур таран мероприятисем ирттерме тӑрӑшатпӑр, вӗренӳ пайӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, хутшӑнакансене хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантаратпӑр. Хальхи халăхпа çыхăну ӗçе çăмăллатать.: эпир социаллă тетелте тата ятарлă ушкăнсемпе çыхăну тытатпăр. –Роза Николаевна, çынна тӑван чӗлхене юратма мӗнле вӗрентмелле? –Йӑлтах ҫемьерен пуҫланать: ашшӗ-амӑшӗн пӗр-пӗринпе тӑван чӗлхепе калаҫмалла. Чӑваш ялӗсенчи ача сачӗсенчеачан тӑван сӑмаха илтмелле, шкулта та ҫаплах. Пӗр шкулта мероприяти вăхăтӗнче вӗренекенсене çакăн пек ыйту патăм:
–Эсир мӗнле халăхран тухнă? – Эпӗ чӑваш та, вырӑс та, – хуравларӗ ачаӗ Эпӗ ӑна унӑн ашшӗ-амӑшӗ, мӑн аслашшӗпе мăн кукашшӗ чӑвашсем пулнине, вӑл ҫак йӑха тата нацие малалла тӑсма тăрăшмаллине ӑнлантартӑм. Ҫын вăл хӑйсен тымарӗпе мăнаçланмалла тата хăйӗн халăхӗн йăли-йӗркине упрама тăрăшмалла. Салтака чӗнсе илнӗ ачасен мăйӗ çинче тӗрленӗ алшăлли курсан манăн чунăм савăнать. Ăсатнă чухне вӗсем салтак юррине юрални те çавăн пекех. Шурӑ алшӑлли ҫара таса, ҫутӑ ҫула тухса, киле таврӑннине пӗлтерет. Çавăн пек самантсенче манăн Савгачево шкулӗнчи музыка учительне Владимир Егорова çамрăксене чӑваш рекрут юррисене вӗрентнӗшӗн тав сăмахӗсем калас килет. Шкулти чӑваш культурипе иртекен мероприятисенче хутшӑнакансем наци тумне тӑхӑнни савӑнтарать, ҫакӑ халăхшăн мăнаçлану туйăм çуратать, унпа мухтанма май туса парать. ЧНКЦ ӗҫӗнче чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вицепрезиденчӗ Николай Угаслов пысӑк пулӑшу пачӗ. Вӑл Ҫветтуй çăлта вырнаҫтарнӑ асӑну чулӗсене турттарса килме пулăшрӗ, Полоруссов Шелебин Аксури бюсчӗ те унăн тава тивӗçлӗ тӳпи. Эпир чӑвашсен паллӑ деятелӗсемпе, паллӑ этногорафӗпе Геннадий Волковпа Виталий Станьял публицистпа тачă ҫыхӑну тытатпӑр. Çакӑ пирӗн халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлӗве анлӑлатать. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пирӗн тӗрӗк Бюлент Байрам паллӑ филолог тата фольклорист пулăшнипе (вăл чӑвашла-турккӑлла словарь тата турккӑлла куҫарнӑ чӑваш юмахӗсен пуххин авторӗ) эпӗ Турцие ҫитсе куртӑм, турккӑсем чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланнинчен тӗлӗнтӗм. Ҫӗршыври 11 аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче чӑваш чӗлхи факультечӗсем пур, ӑна чылай шкулта вӗренеҫҫӗ. Эпӗ студентсемпе преподавательсем хутшӑннипе пресс-конференцие хутшăнтăм, хамӑр йӑла-йӗрке ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Вӗсем шӑплӑхра итлерӗҫ, кашни сӑмаха тытрӗҫ. – Нурлатра тата Сихтермере иртнӗ Чӑваш уявӗсем сирте мӗнле туйӑмсем хӑварчӗ? –Уяв вăл чăвашăн чăн наципуянлӑхӗ. Вăл хӑйӗн илемӗпе тата чӑваш халӑхӗн чунӗпе çавăрса илет, пирӗн мӑн асаттесем мӗнпе пурӑннине, мӗн юратнине, мӗн ӗçленине кăтартса парать. Авалхи Уяв йӑла нумай ялта ҫухалнӑ пулсан та, ҫак юрӑсемпе хӑйне евӗрлӗ йӑлайӗркесене пӗлсе çӗнӗ вăркăш кӗртме тăрăшакансем пирӗн çителӗклӗ. Вӗсем авалхи уяв сюжетне тата республикӑри телевиденире «Вера древнего народа « документлӑ кӑларӑма ӳкерес ӗçе те хутшăннă. Пирӗн культура пурӑнни, аталанни, кашниех тӑван ҫ ӗ р п е т а т а и с т о р и п е ҫыхӑннине туйни пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Ял пурнăçӗ.
Халӑх культури - ӑрусен çыхăнăвӗ
Наци пуянлӑхӗ – йӗркесне кӑна мар, халӑхӑн историйӗпе ӑс-хакӑл тӗнчин пӗр пайӗ те. Чӑвашсен йӑли-йӗрки, искусстви, ал ăсталăхӗ тата тавракурӑмӗ нумай ӗмӗрсем хушши йӗркеленнӗ. Чӑваш чӗлхипе культурине мӗнле упраса хӑварасси пирки эпир районти чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçипе Роза Чентаевӑпа калаҫатпӑр.
– Эпӗ чӑваш та, вырӑс та, – хуравларӗ ачаӗ
Эпӗ ӑна унӑн ашшӗ-амӑшӗ, мӑн аслашшӗпе мăн кукашшӗ чӑвашсем пулнине, вӑл ҫак йӑха тата нацие малалла тӑсма тăрăшмаллине ӑнлантартӑм. Ҫын вăл хӑйсен тымарӗпе мăнаçланмалла тата хăйӗн халăхӗн йăли-йӗркине упрама тăрăшмалла.
Салтака чӗнсе илнӗ ачасен мăйӗ çинче тӗрленӗ алшăлли курсан манăн чунăм савăнать. Ăсатнă чухне вӗсем салтак юррине юрални те çавăн пекех. Шурӑ алшӑлли ҫара таса, ҫутӑ ҫула тухса, киле таврӑннине пӗлтерет. Çавăн пек самантсенче манăн Савгачево шкулӗнчи музыка учительне Владимир Егорова çамрăксене чӑваш рекрут юррисене вӗрентнӗшӗн тав сăмахӗсем калас килет. Шкулти чӑваш культурипе иртекен мероприятисенче хутшӑнакансем наци тумне тӑхӑнни савӑнтарать, ҫакӑ халăхшăн мăнаçлану туйăм çуратать, унпа мухтанма май туса парать. ЧНКЦ ӗҫӗнче чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вицепрезиденчӗ Николай Угаслов пысӑк пулӑшу пачӗ. Вӑл Ҫветтуй çăлта вырнаҫтарнӑ асӑну чулӗсене турттарса килме пулăшрӗ, Полоруссов Шелебин Аксури бюсчӗ те унăн тава тивӗçлӗ тӳпи. Эпир чӑвашсен паллӑ деятелӗсемпе, паллӑ этногорафӗпе Геннадий Волковпа Виталий Станьял публицистпа тачă ҫыхӑну тытатпӑр. Çакӑ пирӗн халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлӗве анлӑлатать. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пирӗн тӗрӗк Бюлент Байрам паллӑ филолог тата фольклорист пулăшнипе (вăл чӑвашла-турккӑлла словарь тата турккӑлла куҫарнӑ чӑваш юмахӗсен пуххин авторӗ) эпӗ Турцие ҫитсе куртӑм, турккӑсем чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланнинчен тӗлӗнтӗм. Ҫӗршыври 11 аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче чӑваш чӗлхи факультечӗсем пур, ӑна чылай шкулта вӗренеҫҫӗ. Эпӗ студентсемпе преподавательсем хутшӑннипе пресс-конференцие хутшăнтăм, хамӑр йӑла-йӗрке ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Вӗсем шӑплӑхра итлерӗҫ, кашни сӑмаха тытрӗҫ. – Нурлатра тата Сихтермере иртнӗ Чӑваш уявӗсем сирте мӗнле туйӑмсем хӑварчӗ? –Уяв вăл чăвашăн чăн наципуянлӑхӗ. Вăл хӑйӗн илемӗпе тата чӑваш халӑхӗн чунӗпе çавăрса илет, пирӗн мӑн асаттесем мӗнпе пурӑннине, мӗн юратнине, мӗн ӗçленине кăтартса парать. Авалхи Уяв йӑла нумай ялта ҫухалнӑ пулсан та, ҫак юрӑсемпе хӑйне евӗрлӗ йӑлайӗркесене пӗлсе çӗнӗ вăркăш кӗртме тăрăшакансем пирӗн çителӗклӗ. Вӗсем авалхи уяв сюжетне тата республикӑри телевиденире «Вера древнего народа « документлӑ кӑларӑма ӳкерес ӗçе те хутшăннă. Пирӗн культура пурӑнни, аталанни, кашниех тӑван ҫ ӗ р п е т а т а и с т о р и п е ҫыхӑннине туйни пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.