Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ

Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127256975
Аксу районӗнчи Илешни ялӗнче пурăнакан Валентина Илифанова ҫурчӗ урама илем кӳрсе тăрать
. Пӗрре пӑхсан, ку ахаль йывӑҫ ҫурт – хальхи виҫепе кивӗскер теме пулать. Анчах унӑн хӑтлӑ сӑн-сӑпачӗ кӑна мар, кил хуҫи хӗрарӑмӗн тӑрӑшулӑхӗ те куҫа илӗртет, вӑл таврари лаптӑка илемлӗ чечек оазисне ҫавӑрнӑ. Кил-ҫурта килӗшӳллӗ, ӑшӑ тӗссемпе сӑрланӑ, чӳречесен илемлӗ хашакӗсем инҫетрен куҫа илӗртеҫҫӗ. Йӗри-тавра тасалӑхпа йӗрке хуҫаланать. Ҫапах та ку вырӑнӑн тӗп пуянлӑхӗ – пӳрт умӗнчи пахчана, картише, сада илем кӳрекен кӑпӑшка чечек клумбисем.
Кил хуҫи хӗрарӑмне пахчара тӗл пултăмăр, вӑл пикесех çумлаччӗ. Валентина Еремеева социаллӑ ӗҫченпе пӗрле вăл садпа кил-ҫуртне кăтартрӗ.
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127256207
–Чечексемпе аппаланма юрататӑп, – йӑл кулса Валентина. – Ҫуркуннесерен вакă-вакă вăрлăх акатӑп, кайран калчасене куҫарса лартатӑп, акӑ халӗ вӗсем чечеке ларчӗҫ.
Пахчари улмуҫҫисем куҫа илӗртеҫҫӗ, кашнин айӗнче ҫаврака ҫӑра бархатцы клумбисем ӳсеҫҫӗ. Вӗсен шӑрши хурт-кӑпшанкӑсене йывӑҫ вулли тӑрӑх хӑпарма памасть – пур пахчаҫӑшӑн та усӑллӑ канаш.
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127257231
–Ку улмуҫҫисене манӑн йӑмӑк Чистайри медучилищӗре вӗреннӗ чухне лартнӑ. Вӑл вӗсене панулми вӑррисенчен ҫитӗнтерчӗ. Вӗсем хӗрӗхрен иртнӗ ӗнтӗ, йӑмӑк халӗ 63-ре. Пирӗн ҫемьере ҫичӗ ача пулнӑ. Пурте ӳссе çитӗнсе саланчӗҫ, анчах кунта, атте-анне килне, тӑвансен ачисем час-часах килеҫҫӗ. Хуларисене кунта – ҫут ҫанталӑкӑн илемлӗ кӗтесӗнче канма питӗ килӗшет, – каласа пачӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127258255
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127257999
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127257743
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127257487
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127256719
Илешни пенсионерки ҫурт тавра чечеклӗ ҫӑтмах тунӑ - 1002127256463

Комментарии