Ашшӗпе амăшӗ ывӑлӗн спортри кăмăлне тултарнă

Аксу ачи Михаил Афиногентов Тутарстан мотокросӗнче ҫамрӑксен I разрядне тивӗҫсе, питбайк спортри çитӗнӳ те пулма пултарнине кӑтартса пачӗ.
Вӑл Тутарстанра кӑна мар, кӳршӗллӗ облаҫсенче те тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче хӑй ҫинчен шанчăклă пӗлтерет ӗнтӗ.
– Пӗрремӗш хут мотокроса эпӗ Ҫырчаллинчи техноградра хутшăнтăм, – каласа парать Михаил.–Вăл техника спортăн стадионӗ пулса тăрать. Мотокросс – адреналинпа тулнӑскер, чăн арçын спорчӗ пулни илӗртрӗ. Манӑн кумир Дигэн. Раҫҫей спортсменӗсенчен вара Евгений Бобрышев чемпионпа танлашма тăрăшатăп. Раҫҫей чемпионӗ пулма ӗмӗтленетӗп. Хальлӗхе эпӗ Тутарстанра мотокросӗнче I ҫамрӑк разрядлӑ спортсмен, анчах професси шайне тухасшӑн.
Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗн кăмăлне туллин ырлать, ҫак спорт мӗн тери хăрушă тата укҫа тенкӗ хывмалли спорт пулнине те ӑнланать. Чи малтанах "тимӗр хакӗ тата спортсмена хӳтӗлекен ятарлă хатӗрсе юӳн мар.Ҫитменнине Афиногентовсемывӑлне тренировкӑсене Зеленодольск районӗнчи Драйв-парка илсе ҫӳреҫҫӗ. Питбайка та çăмăл автомашинăпа турттарса кайма çук. Кашни çулçӳреве укçа кирлӗ. Ăмăртусене хутшăнусене те ҫемье бюджечӗнчен тӳлеҫҫӗ .
–Эпир спортшăн! Ăçта килчӗ унта çӳриччен ывăл тренировкăсене хутшăнтăр.
Хăрушлăхсăр спорт тӗсне спорта суйлаттарас тенӗ самантсем те пулнă вӗсен. Анчах вӗсем ывăлӗн кăмăлне туте шута илме хăнăхнă. Мотокросс чӑн арҫын енӗсене–дисциплинӑна, яваплӑха, ҫирӗплӗхе-никӗслеме пулӑшнине ăнланнă Ҫавӑнпа Михаил мотоспортпакăна мар кӑсӑкланать кӑна мар, футбола çӳрет, картинг тата килти тренировкӑсем урлӑ аталантарать.
Мӗн ытлрах кăмăлланине ыйтрăмăр Михаилран.
–Хӑрамалла мар! Анчах тӗрӗс вӗренес тесен тренерпа ӗçе пуçăнмалла. Чулхула облаҫӗнчи, Бор хулинчи 2023 ҫулта иртнӗ чи малтанхи ӑмӑртусене ас тӑватӑп. Вӗсем хыҫҫӑн эпӗ ытларах тренировкăсене хутшăнма пуçлани асра юлчӗҫ. Тата унта эпӗ трасса ҫинчен айккине кайни асра юлчӗ. Паллах,суранланнисӗр пулмасть, анчах вӗсем мана пиҫӗхтереҫҫӗ:кашни ӳкмессерен эпӗ вӑйланса пыратӑп. Мотокросра чи йывӑрри– "скраб" трамплин элемента пурнӑҫласси. Чи пысӑк савӑнӑҫ вара –кӑткӑс трассӑна ӑнӑҫлӑ иртесси.
Хальлӗхе ашшӗ-амӑшӗ мотокросс ывăлӗн хобби вырӑнне хурать, анчах ывӑлне пӗлсе, ку спорта професси пек суйлама пултарнине те ăнланать.

Ашшӗпе амăшӗ ывӑлӗн спортри кăмăлне тултарнă - 1002589371023
Ашшӗпе амăшӗ ывӑлӗн спортри кăмăлне тултарнă - 1002589370767
Анастасийӑпа Вячеслав Афиногентовсем ывӑлӗн спорт хавалне тренировкӑсенче те, ӑмӑртусенче те ырлаҫҫӗ. Унӑн кашни пысӑк тата пӗчӗк ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнаҫҫӗ те. Ҫак сезонра кӑна Михаил Афиногентов виҫӗ пысăк кăтарту тунă. Тольяттинче иртнӗ моточупура виҫҫӗмӗш вырӑн, Ҫӗрпӳ хулинче (Чӑваш Ен) иккӗмӗш вырӑн тата Кузнецкра (Пенза облаҫӗ) пӗрремӗш вырӑн çӗнсе илнӗ.
–Эпир Хусантан пынă мотогонщиксен ҫемйипе паллашрӑмӑр. Арҫын ачасен ашшӗ, Андрей , – пирӗн ҫемье тренерӗ пулса тăрать. Пӗлтӗр ачасем унпа авӑн уйӑхӗпех Анапӑра пурӑннӑ, Краносдарск крайӗнче иртнӗ ӑмӑртусемпе хӑйӑр тӑрӑх ҫӳренӗ. Ку вӑл пысӑк шкул тата хальхи ҫӗнтерӳсен никӗсӗ пулнӑ, –пӗтӗмлетрӗ Михаил.

Комментарии

Комментариев нет.