Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç

Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721351055
Аксура «Пошла жара. В центре – семья» культура йӗркипе каç иртрӗ.
Ăна "Лето в Татарстане" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Савӑнӑҫлӑ каç пӗрремӗш класа каякан ачасене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене чысланичен тытăнчӗ. Пӗрремӗш класс ачисене "Шкула пуҫтарӑнма пулӑш" акципе килӗшӳллӗн ранецсем пачӗç. Район ертӳçипе Ринат Садыков ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ ачасене саламларӗç.
Ача ҫуралнӑшӑн пӗр хутчен паракан сертификатсене парас церемони иртрӗ. Илекенсем хушшинче Андрейпа Марина Бикмуллинсем, Николайпа Алена Ярмушкинсем, Евгенийпе Галина Васильевсем, Леонидпа Гульшат Сергеевсем, Евгения Галимова, Юлия Чернова пулчӗç.
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721347471
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721347215
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721346959
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721346703
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721346447
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721346191
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721350799


Мероприятинче вырӑнти ҫамрӑксен ҫитӗнӗвӗсем ҫине те тимлӗх уйӑрса калаçрӗç. Кукăркӳль шкул директорӗ Наталья Купцова Пӗтӗм Раҫҫейри «Движение Первых» обществăлла организацин конкурсӗн призерӗн Дипломне илме тивӗç пулчӗ. Çамрӑксен политикин хастарӗсене Тутарстан Раисӗн пулӑшуҫинчен Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртрӗç.
Татавтодорăн Аксури филиалӗн директорӗ Фанис Сафин хӑйӗн ӗҫченӗсене – Ивановсемпе Писаревсен ҫемйисене Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем пачӗ. Уяв каҫӗ вырӑнти артистсен юрри-ташшисемпе вӗҫленчӗ – вӗсем куракансене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721347727
Пулас вӗренекесене тата нумай ачаллă семьесене чысларӗç - 5400721347983

Комментарии

Комментариев нет.