Аксура Раççей Федекрацийӗн вăтăр метрлă ялавне сарчӗç

Район центрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунне халалласа уяв мероприятийӗ иртрӗ.

Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721517711
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721589647
Тӗп площадьре ӗç коллективӗсен, «Форпост» центрӑн, çамрăк армеецсен, ҫамрӑксен "Движение Первых" общество организацийӗсен представителӗсем, шкул ачисем, спортсменсем пухӑнчӗҫ.
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721514639
–Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур, вӗсем унӑн суверенитетне
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721515407
сӑнарлаҫҫӗ – герб, ялав тата гимн.
Раҫҫей ялавӗ виҫӗ тӗсрен тӑрать. Шурри – тӑнӑҫлӑха, тасалӑхпа пархатарлӑха, кӑвакки-ӗненӗве, шанчӑклӑхпа яланлӑха пӗлтерет, хӗрли вара хӑюлӑхпа, вӑйпа ҫыхӑннӑ. Эпир хамӑрӑн Тӑван ҫӗршывăн ятне çӗклес ятпа пур тӗрӗслеве те ҫӗнтерӗпӗр, – янӑрарӗҫ ертсе пыраканӑн сӑмахӗсем.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн Кунӗпе пухӑннисене район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ильшат Загидуллин саламларӗ.
– Ялав – патшалӑх пӗлтерӗшӗ, унӑн гражданӗсене пӗрлештерсе ҫӗршывсен иртнӗ кун-ҫулне, паянхине тата пуласлӑхне ҫыхӑнтарать, – терӗ вăл.
Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин гимнӗсем янӑрарӗҫ. Раҫҫей тата Тутарстан ялавӗсене ҫӗклеме Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Вячеслав Майкова тата ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗн хастарне Егор Михайлова хисеплӗ право пачӗҫ.
Площадь тăрăх Тăван Çӗршыва,ун çыннисен паттăрлăхне халалланă юрăсем шӑрантарнӑ янӑрарӗҫ.
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721516431
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721516175
Программăна районти чи пӗчӗк граждансем хутшăнни малалла тăсрӗ – аслӑ юлташӗсемпе – форпостовецсемпе тата ҫамрӑк армеецсемпе пӗрле, ача сачӗсен пепкисем, аллисенче шурӑ, кӑвак тата хӗрлӗ пусма сарса, брусчатка тӑрӑх мӑнаҫлӑн утса тухрӗҫ. Ҫакӑ чуна пырса тивмелле самант пулчӗ, уява хутшӑнакансем пӗчӗкскерсене ӑшшӑн саламласа алă çупрӗç. Уяв мероприятийӗн кульминацийӗ витӗмлӗ пулӑм – Раҫҫей Федерацийӗн вӑтӑр метрлӑ ялавне сарни пулса тăчӗ. Митинга хутшӑнакансем – ачасемпе аслисем йӗри-тавра тӑрса пӗр харӑс питӗ пысăк – вăтăр метр тăршшӗллӗ – ялавне салатрӗç, аллисемпе ҫӗкле-çӗкле антарчӗҫ. Пӗтӗм лаптӑка хупласа илнӗ шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ триколор хумсемпе вылянчӗ, чӗрӗ тинӗс пек туйӑнса кайрӗ.
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721518479
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721518223
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721517967
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721517455
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721517199
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721516943
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721516687
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721515919
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721515663
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721515151
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721514895
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721514383
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721514127
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721513871
Аксура Раççей Федекрацийӗн  вăтăр метрлă ялавне сарчӗç - 5400721513615

Комментарии

Комментариев нет.