Сумлӑ 90 ҫулхи юбилей яӗпе саламларӗҫ.

Тикеш ялӗнче пурӑннӑ халӗ Шупашкар хулинче ачисемпе пурӑнакан Иванова Мария Павловна пуш уйӑхӗн 25- мӗшӗнче 1934 ҫулта, Патӑрьел районӗнче Тикеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мария Павловнӑ Еншик шкулӗнче 4 класс вӗренсе тухнӑ. Вӑрҫӑ ачисем пулнӑ майӗн ҫамрӑк хӗре пурнӑҫ шеллемен . Ҫамрӑклах Мария Павловна фермӑна телятницӑна ӗҫлеме кӗнӗ. Вӑхӑт иртнӗ май доярка пулса ӗҫленӗ.
1956 ҫулта ял йӗкӗтӗпе Иванов Павел Кондратьевичпа ҫемье ҫавӑрса 5 хӗрпе, 1 ывӑл ҫуратса, ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Нумай ҫул,, Герой" колхозӑн доска почета ҫинче передовиксен шайӗнче ларма тивӗҫлӗ пулнӑ. Пикшик ял тӑрӑхӗнче депутат пулнӑ. Мария Павловнӑ" Ветеран труда "ятне тивӗҫнӗ.
Халӗ вара юбилярша ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать. Эпир Тикеш ял ҫыннисем Мария Павловнӑна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, ачисен ӑшшипе нумай ҫул пурӑнма сӗнетпӗр.
☆ Первоисточник : Культорганизатор Ирина Макарова

Комментарии