🎈Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Аслă Чемен территори уйрăмĕнче пĕтĕм Тĕнчери сусăрсен кунĕ ячĕпе уяв иртрĕ.
☝️Ял библиотекине Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсенче пурăнакан сывлăх енĕпе хавшак çынсене йыхравларĕç. 🇷🇺Аслă Чемен территори уйрăмĕн ертуçин ĕçне вăхăтлăх туса пыракан Екатерина Фролова хăнасене ăшшăн саламларĕ. Сывлăха çирĕплетме, çутă ĕмĕтсемпе хавхаланма, вĕсене пурнăçа кĕртме сунчĕ. 📜Уява ертсе пыракан библиотека ĕçченĕ Людмила Ежова хăш вăхăтран пуçласа çулсерен çакăн пек тĕл пулу тăвассине йĕркелесе яни çинчен каласа кăтартрĕ. 💃Куракансене «Чемен» фольклор ансамбле илемлĕ чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Альбина Лысова та чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕ. Ача сачĕнчи шăпăрлансем ташлас, юрлас тата сăвă калас ăсталăхне кăтартрĕç. 👍Хамăр ялти сусăр çынсем кăмăлпа хуçăлманни, питĕ хастар, туслă пулни савăнтарать. Ыратать тесе килте питĕрĕнсе лармаççĕ, пултарнă таран хускалу тăваççĕ, чĕннĕ çĕре çитме тăрăшаççĕ. 🙏Уяв пурне те килĕшрĕ. Малашне тата пысăкрах йышпа пуçтарăнасса шанатпăр.
Большечеменевский территориальный отдел
🎈Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Аслă Чемен территори уйрăмĕнче пĕтĕм Тĕнчери сусăрсен кунĕ ячĕпе уяв иртрĕ.
☝️Ял библиотекине Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсенче пурăнакан сывлăх енĕпе хавшак çынсене йыхравларĕç.
🇷🇺Аслă Чемен территори уйрăмĕн ертуçин ĕçне вăхăтлăх туса пыракан Екатерина Фролова хăнасене ăшшăн саламларĕ. Сывлăха çирĕплетме, çутă ĕмĕтсемпе хавхаланма, вĕсене пурнăçа кĕртме сунчĕ.
📜Уява ертсе пыракан библиотека ĕçченĕ Людмила Ежова хăш вăхăтран пуçласа çулсерен çакăн пек тĕл пулу тăвассине йĕркелесе яни çинчен каласа кăтартрĕ.
💃Куракансене «Чемен» фольклор ансамбле илемлĕ чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Альбина Лысова та чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕ. Ача сачĕнчи шăпăрлансем ташлас, юрлас тата сăвă калас ăсталăхне кăтартрĕç.
👍Хамăр ялти сусăр çынсем кăмăлпа хуçăлманни, питĕ хастар, туслă пулни савăнтарать. Ыратать тесе килте питĕрĕнсе лармаççĕ, пултарнă таран хускалу тăваççĕ, чĕннĕ çĕре çитме тăрăшаççĕ.
🙏Уяв пурне те килĕшрĕ. Малашне тата пысăкрах йышпа пуçтарăнасса шанатпăр.