Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393911563
Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393911307
Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393911819
Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393911051
Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393912331
Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393912587
Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ - 5358393912843

Пирӗннисем республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрчӗҫ

Кире пуканӗ йӑтассипе спорт мастерӗ ята тивӗҫнӗ йывӑр атлетикӑпа наци кӗрешӗвӗн спорт мастерӗн кандидачӗ, РСФСР чемпионӗ, рекордсмен, чылай ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ Николай Трифонов 75 ҫула ҫитнине халалласа Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче кире пуканӗ йӑтассипе ӑмӑрту иртрӗ. Унта Шупашкар хулинчен, Канаш, Улатӑр, Йӗпреҫ, Елчӗк, Муркаш, Канаш, Куславкка, Шӑмӑршӑ округӗсенчен спортсменсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Патӑрьел чысне Туҫа тӑрӑхӗнчи спортсменсем хастар хӳтӗлерӗҫ.
Хӗрсемпе хӗрарӑмсем хушшинче Карина Плечова (Вӑтаел) абсолютлӑ чемпионка пулса тӑчӗ. 58 кг-лӑ виҫерен ытларах таякан хӗрсем хушшинче Ксения Измайлована (Тури Туҫа) ҫитекенни пулмарӗ.
Елена Манькова (Тури Туҫа) вара 58 кг-ран каярах таяканнисен йышӗнче 2-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ.
Арҫынсем хушшинче Павел Рубцов (Тури Туҫа) 2-мӗш вырӑна тухса палӑрчӗ.
Аслисене курса кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем те хӑйсен вӑйне виҫсе пӑхма кӑмӑл турӗҫ. Унта Олимпиада Рубцова 3-мӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарчӗ.

VID_20250623_081209_018.mp4
VID_20250623_080625_456.mp4

Комментарии