🌳 Чӑваш Енре кӑҫал 1 миллион та 800 ытла йывӑҫ лартма палӑртнӑ.

«Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йывӑҫ-тӗм лартма тата вӑй илнӗ ӳсен-тӑрана пӑхма ҫӗршыв бюджетӗнчен 14 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал вут-ҫулӑм тухнине тата вӑрман сакунне пӑсакансене ҫийӗнчех асӑрхама пилотсӑр 14 вӗҫев аппарачӗ туянма палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех мӗн-пур техникӑна ГЛОНАСС тытӑмпа ҫыхӑнтарса каснӑ йывӑҫсене ӑҫта турттарнине сӑнаса тӑрӗҫ.
🌱 Иртнӗ 5 ҫулта пушарта пӗтнӗ 5 пин ҫурӑ гектар вӑрман вырӑнне ҫӗнӗ хунавсем лартса хӑварнӑ.

🌳 Чӑваш Енре кӑҫал 1 миллион та 800 ытла йывӑҫ лартма палӑртнӑ. - 984120737107

Комментарии

Комментариев нет.