Килчĕ каллех çуркунне

Сăвă

Килчĕ каллех çуркунне - 973207604330

Килчĕ каллех çуркунне,
Симĕс тумне тăхăнса,
Çĕмĕрт çурчĕ чечекне
Шурă фата пеккине.

Улмуççисем, чиесем,
Тата ытти йывăçсем,
Пурте çурчĕç тавлашса,
Ырă шăршă кăларса.

Сĕр сĕрлеççĕ хурчĕсем,
Пыл пухаççĕ ĕçченсем.
Мĕнле хитре таврара,
Çуркуннехи вăхăтра!

Чечек вăхчи кăшт кăна:
Вăшт! çеç курса юлмалли,
Малта çимĕç пулмалли,
Вăя унта хумалли.

Кунĕн çĕрĕн вĕсене,
Тĕрлĕ апат памалла,
Вăхăтра шăвармалла,
Хӳтĕлеме пĕлмелле.

Кĕкунне çитсен куран:
Мĕн кăна унта ӳсмен?
Сарă, хитре панулми,
Хĕрли çырли, пит тутли.

12.05.2019


@vegorbunov 
#căвă

Комментарии