Комментарии
- Пн 19:01Людмила Егорова(Михайлова)Маттур эсир,Вячеслав Егорович! Сӑвӑ йӗркисем сирӗн кӗмӗл ҫутӑ ҫӑлкуҫ шывӗ пек ҫӑмӑллӑн шӑнкӑртатса юхаҫҫӗ, вулӑнӑҫем вулас килет. Тавах сире
- Вт 11:38Джульетта Горбунова (Кузнецова) ответила Людмиле Егоровой(Михайловой)Тавтапуҫ ырӑ сӑмахсемшӗн!
Для того чтобы оставить комментарий, войдите или зарегистрируйтесь
Горбунов Вячеслав Егорович
Çумăр
Пăт-пат турĕ тӳперен,
Хура-хура пĕлĕтрен,
Пăтăр-патăр пуçланчĕ,
Чăш-чаш çума пуçларĕ.
Йăлтăр-ялтăр çиçтерчĕ,
Кĕмсĕрт-кемсĕрт тутарчĕ,
Шăтăрт-шатăрт илтĕнчĕ,
Ян-ян! сасă саланчĕ.
Чĕреслетме тапратрĕ,
Кассăн-кассăн вăйланчĕ,
Шыв юхтарма пуçларĕ,
Урам тăрăх юхтарчĕ.
Иртсе кайрĕ пĕлĕчĕ,
Тӳпе каллех уçăлчĕ —
Чупса тухрĕç ачасем,
Янăрарĕç кулăсем.
Шăнкăр-шăнкăр шывсене
Чăмпăл-чăмпăл тутарчĕç.
Чапăл-чапăл сирпĕтрĕç —
Çара уран чуптарчĕç.
Шăй-шай ача сассипе
Шăв-шав тăрать таврипе.
Вăш-ваш куçса чупнипе
Вăйă-кулă пулнипе.
15.10.2019
07:05
@vegorbunov
#căвă #фото