💢 Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ çывхарнă май «Пирĕн çемьери хÿтĕлевçĕ» сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттеретпĕр

✅ Конкурса хутшăнакансен сăн ÿкерчĕкри çынсемпе паллаштармалла. Унти пулăма е ĕçе кĕскен çырса кăтартмалла.
Ĕçсене виçĕ номинаципе хаклăпăр:
1. Манăн атте – маншăн тĕслĕх.
2. Атте тем тума та ăста.
3. Пулас хÿтĕлевçĕ.
Кашни номинацире онлайн мелĕпе чи нумай сасă пухакансене уйрăммăн чыслăпăр.
Сăн ÿкерчĕксемпе ăнлантарса çырнине электрон почтăна ямалла: idhypar@yandex.ru Çырусене нарăсăн /февралĕн/ 15-мĕшĕччен йышăнатпăр. Вĕсене социаллă сетьсенчи «Хыпар» Издательство çурчĕ» ушкăна вырнаçтарăпăр.
Пурне те ăнăçу сунатпăр!

Комментарии

Комментариев нет.