"Эпир Петьăпа пĕр-пĕрне ача чухнех палланă.

Эпĕ 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл Упи ялĕнчен пирĕн шкула аслă класа çӳреме пуçларĕ. Анчах эпир ун чухне çывăх калаçман. Вăл университетра ăс пухнă вăхăтра каччăпа хĕр пек çӳреме пуçларăмăр. Ман пата хăй пĕрремĕш шăнкăравларĕ, шкула «Кĕрхи бала» килессине пĕлтерчĕ. Курсан ун патне пĕрремĕш пыма вăтантăм. Хăй пырса сăмах чĕнчĕ. Çав тĕлпулу хыççăн туслашрăмăр. Аттестат илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне вĕренме кĕтĕм. Петя И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра инженер профессине алла илчĕ. Ултă çултан çемье çавăртăмăр", - аса илет Нина МЫШОВА.
Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (11.04.2024)

Комментарии

  • 28 апр 20:27
    Илемлӗ те пысӑк ҫемьелӗ мӑшӑр, маттурсем. Телей, ҫирӗп сывлӑх тата ӑнӑҫу сирӗн ҫемьене сунатӑп.