💢Етĕрне тăрăхĕн ывăлĕ – ĕнен сывлӑхне шалтан тĕрĕслемелли тытăм хатĕрлекен ăсчахсенчен пĕри

Пупăлькассинче çуралса ÿснĕ Федор Владимирова «Россия 1» телеканалпа кăтартнă. Видеосюжетра çамрăк ăсчах компьютер технологийĕпе ĕне витинче мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарнă.
«Çакăн пек тытăм хатĕрлес шухăш фермăра ĕçленĕ чухнех ҫуралнăччĕ. Унта ĕнен хусканăвĕсене сăнакан ĕмĕрхи датчиксемпе усă куратчĕç. Унтан ĕнен хырăмне çăвартан кĕртсе вырнаçтармалли болюссем çинчен пĕлтĕм, анчах вĕсем мелсĕрччĕ. Мана, зоотехни пĕлĕвне илнĕскере, шалти мониторинг питĕ кăсăклă пек туйăнчĕ. Ҫавнашкалрах, анчах çăмăлрах тытăм хатĕрлес терĕмĕр. Хамăрăн хатĕре лабораторире тата 4 фермăра (Тутарстан, Вологда, Питĕр, Калининград) тĕрĕслев витĕр кăлартăмăр. Ку – манăн тĕп проект. Унсăр пуçне хамăр çĕршыврах ĕне сумалли аппарат хатĕрлессипе ĕçлетпĕр», – пĕлтерчĕ Федерацин ВИМ ăслăлăхпа агроинженери центрĕн ăслăлăх ĕçченĕ Федор Владимиров.
Хăйĕн пуласлăхне вӑл ялта курать, хальхи роботизациленĕ цифра ферми йĕркелеме ĕмĕтленет.

VID_20240417_091348_553.mp4

Комментарии

Комментариев нет.